Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмара – 12 хуçалăх

03 августа 2011 г.

Вырмара – 12 хуçалăх

Ăмăр çанталăка пăхмасăрах район уй-хирĕсенче вырма ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ. Ĕнерхи куна кĕрхи тулăпа ыраш уйĕсенче Е. Андреев яч. хис, «Восток», «Герой», Ильич яч. хис., «Оринино», «Свобода», Суворов яч. хис., «Ударник», Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче, В.В. Бархаткинăн, А.Н. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тырă вырнă.

«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики вырма ĕçĕсене 150, «Свобода» хуçалăх 120, Суворов яч, хис. хуçалăх 127 гектар çинче ирттернĕ. Районĕпе 777 гектар (5 процент) тырă вырнă.

Вăтам тухăç гектар пуçне 28,3 центнерпа танлашать. Ку кăтарту «Ударник» хуçалăхра 37,5 центнер, В.В. Бархаткин хуçалăхĕнче, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра 35 центнер, Суворов яч. хис. хуçалăхра 33,9 центнер, Чкалов яч. хис. хуçалăхра 30 центнер.

Ĕнерхи кун районĕпе (хресчен хуçалăхĕсене те шута илсен) пĕтĕмпе 24 комбайн вырмара ĕçленĕ.

Районĕпе нумай çул ÿсекен курăксене 98 процент, пĕр çул ÿсекен курăксене 43 процент çулнă, утă 135 процент, сенаж 92 процент, силос 87 процент янтăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика