03 августа 2011 г.
Хĕле хатĕрленме вăхăт
Июлĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов 339-мĕш номерлĕ хушу кăларчĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсенчи, хресчен(фермер) хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене тата комплексĕсене хĕле хатĕрлессине тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă ĕç комиссийĕ йĕркеленине çирĕплетнĕ. Ĕç комиссине район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Калинин ертсе пырать. Çитес вăхăтра тĕрĕслев ирттермелли ятарлă графика палăртнă. Çапла вара çичĕ çынран тăракан ушкăн фермăсенчи лару-тăрупа паллашĕ.
Фермăсене хĕле хатĕрлессинче зоогигиена тĕлĕшĕнчи нормăна пăхăнни, ветеринари тата пушар хăрушсăрлăх правилисене шута илни, çавăн пекех унта вăй хуракансен ĕç условийĕсене кирлĕ пек йĕркелени малти вырăна тухать.
Р. Илларионова.