30 июля 2011 г.
Çамрăк улмуççисене азотлă удобренисемпе апатлантарса тислĕк шывĕпе шăварсан вĕсен симĕс хунавĕсем нумай вăхăт хушши ÿсеççĕ, анчах та кĕрхи сивĕсем пуçланиччен те хытса çитеймеççĕ. Хĕлле вара шăнаççĕ. Ун пек пуласран июль уйăхĕнче çамрăк сад пахчинче азотлă удобренисемпе, тислĕк шывĕпе усă курмалла мар. Нумай çимĕçлĕ ватă йывăçсене азотлă удобренисемпе, тислĕк шывĕпе апатлантарма юрать. Шăрăх вăхăтра шăвармалла. Ÿсекен улмасемпе йывăрланнă туратсем айне вăхăтра чарак лартма та манмалла мар. Час-часах хуртсем шăтарнипе аманнă пан улмисем çĕре ÿкеççĕ. Вĕсене кашни ирех витрене (карçынккана мар) пуçтармалла.
Шăпах çамрăк вăрман улмуççийĕсене, груша йывăçĕсене папакпа сыпмалли вăхăт. Сыпма палăртнă йывăçсене (сĕткенĕ ытларах пултăр, сыпнă чух хуппи лайăхрах хăйпăнтăр тесе) пĕр-икĕ кун маларах шăвараççĕ.
Çамрăк хурлăхан, крыжовник тĕмĕсене çум курăк пусса илесрен асăрхаса тăмалла, шăрăх, типĕ кунсенче (каç кÿлĕм) шăвармалла. Çырла тăвакан тĕмсене шыв нумай кирлĕ.
Хăмла çырли лаптăкĕнче чирлĕ тĕмсем пулсан вĕсене пĕр шеллемесĕр кăларса çунтарса ямалла. Шăрăх çанталăкра хăмла çырлин тĕммисене шăварни аван.
Хурăн çырли лартма палăртнă çĕр лаптăкĕ çине минераллă (азотлă, фосфорлă, калиллĕ) удобренисем, çĕрнĕ тислĕк хураççĕ, унтан 20–25 см. тарăнăшне кĕреçепе пусса тухаççĕ. Тăпрана кăштах пусăрăнса вырнаçма вăхăт кирлĕ. Унччен ĕрчетме тесе палăртнă чи тухăçлă тĕмсенчен тухса кăштах тымарланнă калчасене пĕчĕк кĕреçепе кăларса илеççĕ те вăхăтлăха (12–18 куна) питомнике лартаççĕ. Калчасене питомникре çăра (10х10 см.) вырнаçтараççĕ. Лайăх тымарлансан, 4–5 çулçă кăларсан хурăн çырлин калчисене (хĕвелсĕр, сулхăн кунсенче) пахчана кăларса лартаççĕ. Ретсен хушши 50–60 см., ретри калчасен хушши 25–30 см. кирлĕ.
Сулхăнрах вырăнта калчасене ирĕкрех (пĕр-пĕринчен 35–40 см.) лартаççĕ. Çырла тăвакан лаптăкра юлашки çырласене пухса кĕртнĕ хыççăн тĕмсене тасатаççĕ: чирлĕ, хăрнă, ватăлса хуралнă çулçăсене, çамрăк «уссисене» касса илеççĕ. Хурăн çырли çинче тĕрлĕ чир сарăлнă, сăвăссем нумай пулсан çулçăсене тĕпренех касса (çулса) илеççĕ те компост тунă çĕрте усă кураççĕ. Ку ĕçе çырлана пухса пĕтернĕ хыççăнах тăвас пулать. Çулçăсăр юлнă тĕмсене нитрафен тата карбофос шĕвекĕсемпе сирпĕтеççĕ. Ретсем хушшине канавсем чавса унта минераллă удобренисем, çĕрнĕ тислĕк, йывăç кĕлĕ хураççĕ те тăпрапа хутăштараççĕ. Ун хыççăн канавсене тислĕк шывĕ, 2–3 хутчен шыв яраççĕ.
В. СЕРГЕЕВ,
пахчаçă.