Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Август хăйĕн йĕркине тăвать

30 июля 2011 г.

 ПАХЧАРА

Август уйăхĕнче пахча çимĕç пирĕнтен тимлĕх нумай ыйтать: йăрансене кăпкалатса тăмалла, çумран тасатмалла, пахча çимĕçе апатлантармалла. Çĕр улми кăларас умĕн 2 эрне малтан çеçкине çулса хумалла. Çакă çĕр улмине «пулса çитме» май парать. Пăрăçпа помидор çеçкисен тăррисене татса пăрахмалла.

Августăн 1-мĕшĕ, кăнтăрлаччен – ÿсен-тăран акмалла-лартмалла е куçарса лартмалла мар.

Августăн 1–3-мĕшĕсем (14 сехетчен) – пахча çимĕçпе улма-çырла пухмалла. Çĕр çырлине органикăллă удобренипе апатлантармалла. Компост хатĕрлемелле. Сарăхса кайнă çеçкесене çунтармалла.

Августăн 3–5-мĕшĕсем (16 сехетчен) – пахча çимĕçе шăварма тата шĕвĕ удобренипе апатлантарма меллĕ вăхăт мар. Симĕс çеçке туса илме кресс-салат, шпинат акма юрать. Çĕр çырли лартма лайăх вăхăт.

Августăн 5–7-мĕшĕсем – симĕс çеçке туса илме кресс-салат, шпинат акмалла. Купăста пуçĕ пушăраххăн çаврăнать пулсан ăна микроэлементсемпе апатлантармалла. Çĕр çырли лартма юрать.

Августăн 8–9-мĕшĕсем – симĕс çеçке туса илме кресс-салат, шпинат акма юрать. Пекин купăстине (çулçăллине тата час пулса çитекеннине) те лартма меллĕ вăхăт. Теплицăри хăяра тĕрлĕ чир-чĕртен хăтарас тата хурт-кăпшанкăран тасатас тесе имçамламалла.

Августăн 10–12-мĕшĕсем – шăварма тата тымарсене апатлантарма юрăхсăр вăхăт. Çĕр кăпкалатмалла, çĕр çырлин авкисене (усикĕсене) татмалла. Теплицăсемпе парниксене хывма органика пухмалла. Çак вăхăтра пухнă пахча çимĕç лайăх упранать.

Августăн 13–14-мĕшĕсем – нимĕн те акма-лартма юрамасть. Çĕрпе ĕçлемелле.

Садра

Августăн 1-мĕшĕ, кăнтăрлаччен – йывăç-тĕм лартма е куçарса лартма юрăхсăр вăхăт. Сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелле.

Августăн 1–3-мĕшĕсем (14 сехетчен) – хурлăхан тĕммин пĕр çулхи çинçе хунавĕсене касмалла, ытти хунавсен тăррисене татса илмелле. 4–5 вăйлăрах хунав хăвармалла.

Августăн 3–5-мĕшĕсем (16 сехетчен) – шăварма тата шĕвĕ удобренипе апатлантарма меллĕ вăхăт мар. Хăмла çырлин çырла тунă хунавĕсене касса илмелле.

Августăн 5–7-мĕшĕсем – çĕр çырлин çĕнĕ плантацийĕсене йĕркелемелле.

Августăн 8–9-мĕшĕсем – тухăç пухмалла, анчах та чĕрĕлле çиме кăна, упрама мар. Çĕре минераллă удобрени хывма юрать.

Августăн 10–12-мĕшĕсем – чĕрĕлле çиме тухăç пухса илмелле. Йывăç тата тĕмсем ÿстерме туратсене çĕре чикмелле.

Августăн 13–14-мĕшĕсем – нимĕн те лартма юрамасть. Çĕрпе ĕçлемелле, сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа тата чирсемпе кĕрешмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика