Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăх усрани тупăшлă

30 июля 2011 г.

Ялсенче ытти выльăх-чĕрлĕхпе пĕрлех сурăхсем те усратпăр. Анчах та ялта хупăнса ларакан çуртсем те хушăнса пынă май сурăх усракан хуçалăхсем те сахалланса пыраççĕ. Акă Нискасси ялĕнче 200 ытла хуçалăх пулсан та иртнĕ касура пĕтĕмпе 120 пуç сурăх шутласа кăлартăм. Вăл шутра 10 пуç качакасемпе путексем. Пĕлтĕр çеç вара 140 пуç пулнăччĕ.

Н.Д. Цыредондоков ăс-чах «Сурăхсем ĕрчетесси» кĕнекинче Раççейре сурăхсем çăм, каракуль, кĕрĕк валли тир, аш-пăш тата чăкăтпа брынза хатĕрлеме усраççĕ тесе çырать. Кавказра, Вăтам тата Анатри Атăл, Хĕвел тухăç, Çĕпĕр тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 40 ытла ăратлă сурăх усраççĕ пулсан, паллах, чăкăтпа брынза та тăваççĕ пулĕ.

Эпир ялта сурăхсене çăмшăн усратпăр тата аш-пăшĕпе те усă куратпăр. Акă пĕр тракторист, ватăлса çитрĕ пулин те, ывăлĕпе кинне Питрав кунне (июлĕн 12-мĕшĕнче пулать) така пусса паллă тума сурăхсем усраттаратчĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ытлă-çитлĕ апат хатĕрлемелле. Халĕ ĕнтĕ хуçалăхсенче çĕр çителĕклех пулнă май утă та ытлă-çитлĕ хатĕрлетпĕр. Ĕне валли те, сурăхсене хĕл каçарма та çителĕклех. Эпĕ юлашки çулсенче сурăхсем валли çулçăллă туратсенчен милĕк ытларах типĕтсе хатĕрлеме тăрăшатăп. Килти пахчара чие хунавĕсене çулçисем сарăлса хытсан çеç касатăп. Çĕмĕрте те çавăн пекех сайралататăп. Ял çумĕнчи çул хĕрринчи посадкăран çамрăк ăвăссене касса килетĕп. Çапла вара 25–30 милĕк хатĕрлетĕп. Милĕке сурăхсене пуш уйăхĕн вĕçĕнче çитерме тытăнатăп. Пĕр кун урлă пĕр милĕк паратăп.

Çак вăхăтра сурăх икĕ путек пăранларĕ. Унăн организмне кальци, фосфор, сера тата ытти элементсем кирлĕ тапхăр пулчĕ ку. Эпĕ апат рационне çĕнĕ çул хыççăнах тĕш тырăсенчен урпа та кĕртетĕп. 150 грамм е ытларах паратăп. Утăпа пĕрле çак апат-çимĕç сурăха та, путексене те лайăх аталанма пулăшать. Лавккаран туяннă минераллă тăвар брикечĕ вĕсен умĕнчен нихăçан та татăлмасть. Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн вара сурăхсене чăрăш турачĕсемпе сăйлатăп.

Çакăн пек тăрантарни сурăхсен çăмне çирĕплетет. Кун пек çăмран хатĕрленĕ çипрен çыхнă чăлха-нуски нумайччен çĕтĕлмест. Çакна калас тетĕп. Ялта ытти выльăх-чĕрлĕх тытнипе пĕрлех сурăхсем усрани те тупăшлă та, усăллă та.

Н. ПЕТРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика