Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех кролик пирки

30 июля 2011 г.

- Тулта клеткăсенче усракан кашни амана çулталăк хушшинче 4 хутран кая мар çăвăрлаттарма пулать, витере усрасан – 5–6 хут.  

- Вак, хылчăклă, таса мар улăма, утта, торфа ай сарăм вырăнне усă курмалла мар. Ку вăл мамăка питĕ варалать, ăна пăсать. Мамăклă кроликсен клеткине кĕркунне тата хĕлле кăна ай сарăм хураççĕ. Шултра, çемçе, таса, хылчăксăр улăм хурсан лайăхрах.

- Талăкра кроликăн 400 миллилитр шăк тухать.

- Хупă витесенче (крольчатниксенче) юрăхлă сывлăш температури 10–15 градус ăшă пулмалла. Хĕлле 8 градус ăшă, çулла 25 градус таран улшăнма пултарать.

- 1 килограмм чĕрĕ виçе çине шутласан çитĕннĕ кролик сехетре 2,5 килокалори ăшă кăларать, çура – 5 килокалори.

- Килти хуçалăхсенче çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех кроликсене ешĕл курăкпа тăрантараççĕ.

- Кроликсемшĕн белокпа пуян пăрçа йышши культурăсен курăкĕ уйрăмах паха.

- Кроликсем клевер, люцерна, пылак люпин, эспарцет тата ыттисене юратса çиеççĕ.

- Кроликсене викăпа сĕлĕ, пăрçапа сĕлĕ хутăшĕ пани питĕ усăллă.

- 100 грамм кролик сĕтĕнче вăтамран 10–15 грамм белок, 15–17 грамм çу шутланать.

- Çак курăксене çитерсен кроликсем чирлесе вилеççĕ: кĕрхи безвременник, варăш кĕпçи, наркăмăшлă упа кĕпçи, шĕпĕн курăкĕ, кикен, пÿрнеске курăкĕ, хурхух, сар пуç.

- Кролик ами талăкра 200 грамм сĕт антарать. Сĕт антарнă тапхăрти сĕт виçи унăн чĕрĕ виçинчен 1,5 хут ытларах.

- Капрофагие пула апат ирĕлесси ÿсет, В ушкăнри витаминсем сахалрах кирлĕ пулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика