Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿпке шыççи

30 июля 2011 г.

Ÿпке шыççи (пневмония) – çыннăн сывлав тытăмне ерекен инфекциллĕ çивĕч чир. Раççей Федерацийĕнче унпа çуллен икĕ миллиона яхăн çын чирлет. Чир пуçламăшне вăхăтра асăрхамасан е ун çине алă сулсан чирлекенсем пурнăçпа сыв пуллашни те сайра хутра пулакан ÿкерчĕк мар. Халĕ каланине хамăр районти лару-тăрупа тишкерер-ха.

Малтанхи çулсенче ÿпке шыççипе районта çулталăкра 5–6 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан юлашки çулсенче çак кăтарту палăрмаллах ÿсрĕ. 2009 çулта кăна ÿпке шыççипе районта 20 çын вилчĕ. Иртнĕ çул çак йыш 23-не çитрĕ. Пурнăçпа сыв пуллашнисем хушшинче ытларах вăй питти арçынсем пулни тата вĕсем чирленĕ вăхăтра эрех ĕçни лару-тăрăва уйрăмах йывăрлатать.

Çак чире тупса палăртассипе тата унпа чирлисене сыватассипе эпир нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Çакăнта çынсем хăйсем флюорографи çуллен тăрассине кун йĕркинче çирĕп тытса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртассăм килет. Çавăнпа та флюорографи тишкерĕвне вăхăтра тумалла. Районти тĕп больницăра иртнĕ çул ÿпке шыççипе аптăранă 127 çынна госпитализацилерĕмĕр. Вĕсенчен 60-шĕ вăй питти çынсемччĕ. Вĕсем хушшинче флюорографи вăхăтра тăманнисем сахал мар пулчĕç. Енчен те çав çынсем флюорографи вăхăтра тунă пулсан вĕсен чир пуçламăшне те маларах тупса палăртнă пулăттăмăр. Сывату çулĕ те ăнăçлăрах пулĕччĕ. Флюорографи вăхăтра тăракансенне эпир туберкулез тата рак чирĕсене те самай маларах асăрхаса сывату ĕçĕсем ăнăçлă ирттерме пултаратпăр. Юлашки вăхăтра асăннă чирсем обществăра вăй илсех пыраççĕ. Апла пулсан флюорографи тишкерĕвне вăхăтра тунине нимĕн те çитмест.

Каламалла, ÿпке шыççипе пур ÿсĕмри çынсем те чирлеме пултараççĕ. Çапах та чирлисем хушшинче ытларах ачасем, çулланнă тата ватлăхалла пуснă çынсем пулни палăрать. Чире бактерисем, микоплазмăсемпе хламидисем, вируссем т. ыт. те пуçараççĕ. Чир пуçланнине кĕлетке температури 40 градуса çити ÿсни, сывлама йывăрланни, хавшакланни, кăкăр ыратни, ÿслĕк пулни (малтан типĕ ÿслĕк пулсан каярахпа вăл çăра сурчăклă пуçланать), хырăм ыратни, хăсăк килни, аппетит чакни, ÿпке картинче шыв пулни систереççĕ. Унăн аталану тапхăрĕ 7–10 талăка пырать. Сиплев ĕçĕсене вăхăтра пуçăнмасан чирлĕ çыннăн пурнăçпа сыв пуллашасси те инçе мар.

Сиплев ĕçне больницăна выртмасăр ăнăçлă та туллин ирттерме çук. Мĕншĕн тесен чир пуçаруçисем ÿпке шыççине ытларах «вăй параканнисем» те пулма пултараççĕ. Ку чир ерекеннисен йышĕнче пулнăран вăл чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă чух сывлăш урлă куçма пултарать. Чире çул параканнисем: алкоголизм, пирус туртни, вирус инфекцийĕсем, вăраха кайнă чир-чĕр, кăкăр кăшкарĕн суранĕ, шăнса пăсăлни т. ыт. те.

Асăннă чир ытларах чухне сывă çынна шăнса пăсăлсан тата ывăнса çитнĕ вăхăтра ерме пултарать.

Паянхи калаçура çынсен ÿпке шыççи пирки малтанласа мĕн пĕлмеллине кĕскен ăнлантарасси тĕп тĕллев пулчĕ. Унран асăрханса тата сыхланса пурнăçламалли ĕçсем пирки те каларăмăр ĕнтĕ. Ку калаçу тăтăш пулмаллине ăнланса тепре тĕл пуличчен.

Э. ФОМИНА, район терапевчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика