30 июля 2011 г.
Хăш-пĕр автомашина водителĕсемшĕн техосмотр тăратмалли вăхăт малтан палăртнă пек пĕр çулталăк кăна мар, ытларах та тăсăлма пултарать. Ку вăл январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса техосмотр пирки калакан саккун вăя кĕнипе çыхăннă.
Аса илтеретпĕр. Май уйăхĕнче правительство постановленийĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн енчен те çăмăл автомашинăсемпе мототранспортăн техосмотр тăратмалли вăхăчĕ кăçал тухать пулсан çак тапхăра пĕр çулталăклăха тăсса пачĕç. Çак кунсенче техосмотр çинчен калакан саккуна алă пуснă. Çĕнĕ саккун техосмотр тăратас процедурăна ОСАГО полисĕн срокĕ хăçан тухассипе çыхăнтарать.
Çапла вара, сăмахран, техосмотр срокĕ кăçал апрельте тухнă пулсан ăна тÿрех 2012 çулхи апреле куçарнă. Анчах та полис срокĕ çитес çулхи сентябрьте кăна тухать пулсан вара унччен техосмотр та тăма кирлĕ мар. ГИБДД инспекторĕсем январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çул çинче ТО талонĕ пуррипе çуккине тĕрĕслемеççĕ вĕт-ха.
Правительство постановленийĕпе техосмотр срокне 2011 çулхи сентябрьтен 2012 çулхи сентябрьччен тăсса панисене, енчен те вĕсен страховки 2010 çулхи май уйăхĕнче вĕçленет пулсан, йывăртарах килет. Мĕншĕн тесен саккунра палăртнă тăрăх талон срокĕ тухасси 6 уйăхран каярах юлнă пулсан страхлакан компани ОСАГО полисне сутмасан та пултарать. Апла вĕсен çĕнĕ полис иличчен техосмотр тухма тивет.
Анчах та страховщиксем палăртнă тăрăх тĕрĕслев процедури халех ĕнтĕ çĕнĕ правилăсемпе иртмелле. Автостраховщиксен Раççейри союзĕн ертÿçи Сергей Духанин пĕлтернĕ тăрăх техосмотр енĕпе ĕçлекен управлени МВД системинче пулнă тата ку ведомствăпа килĕшÿ туса техосмотр тăратассипе ĕçленĕ коммерциллĕ структурăсене аккредитацилеме тытăнма хатĕр. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса автостраховщиксен Раççейри союзĕ заявкă панă тата техосмотр тăратас енĕпе ĕçлеме хатĕр ытти техосмотр операторĕсене те аккредитацилеме пуçăнасшăн.
Кунта автостраховщиксен Раççейри союзĕ халĕ ОСАГО системинче усă куракан практикăна пурнăçа кĕртесшĕн: бланксем парассине тĕрĕслесе тăрасси. Çăхавсем нумай пулсан автостраховщиксен союзĕн айăпа кĕнĕ организацие ТО бланкĕсене парассине чарса лартма май пулĕ.
Çăхавсем пирки. Страховщиксем тĕлĕшпе çăхавсем пулни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Енчен те компани ĕçлемест пулсан ун çине никам та тимлĕх уйăрмасть. Ĕçлекен компани тĕлĕшпе вара уйăхне вăтамран кун пек тĕслĕхсем 2–6 таран пулаççех.