Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историе кашнин пĕлмелле

30 июля 2011 г.

Кашни çыннăн историе аван пĕлмелле, мĕн пĕлнине ламран лама куçармалла. Хăй историне пĕлмен çын вара малашлăха та чухлаймĕ, ыранхи куна та тĕлленеймĕ.

Раççей тĕне кĕнĕ кун 988 çулта Владимир княç çине тăнипе пулса иртнĕ, паллах çакă пĕр самантра тата вырăс халăхне пачах пăлхантармасăр иртме пултарайман. Тĕрлĕ тĕпчев палăртнă тăрăх вара çак ĕçпе самай маларах Мефодийпе Кирилл Хазар каганатне 858 çулта çул çÿреве кайсан тĕл пулнă.

Игорь княç вилнĕ хыççăн Ольга княгиня 955 çулсенче Константинополь хулинче пулса тĕне кĕрет. Çапах та ун чухнех тĕне кĕресси ытла анлă сарăлаймасть-ха. Унăн Святослав ятлă ывăлĕ тĕне кĕрессине малти вырăна хумасть, яланхи йăлапах пурăнать.

Тепĕр ывăлĕ Владимир княç Корсунинче тĕне кĕнĕ. Унччен маларах вара суккăрланса ларнă пулнă, тĕне кĕнĕ хыççăн куçĕ юсаннă. Çакăн хыççăн вăл пурнăç çине пачах урăхла пăхнă. Вăл çине тăнипе малашне вырăс халăхĕ тĕне кĕресси пулса иртет. Çапла вара çу кунĕн юлашки тапхăрĕнче вăл çине тăнипе Днепр шывĕн çыранĕнче халăха пухнă, вĕсене византи священникĕсем тĕне кĕртнĕ. Ахаль çын куçĕпе пăхсан çак тапхăр пирĕнтен чылай катара пек туйăнать, анчах та истроишĕн тин кăна пулнă пулăм.

Çак куна халалласа ирттернĕ анлă калаçу июлĕн 27-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи Муркашри тĕп библиотека ĕçченĕсем йĕркеленипе тата Муркашри ача-пăча библиотекинче вăй хуракансем пулăшнипе иртрĕ. Кунта ача-пăча йышлăн пухăнчĕ. Чи малтанах пухăннисем Раççей тĕне кĕнĕ тапхăра сăнланă видеоролик пăхрĕç, истори иртнĕ тапхăрĕнчен кăсăклине чылай пĕлчĕç. Çавăн пекех кунта çак тĕлĕшпе йĕркеленĕ кĕнеке куравĕ ĕçлерĕ, ачасене хавхалантарма юмахри герой та пулчĕ.

Тăван кĕтес (Муркаш ен) кашниншĕнех çывăх, апла пулсан унпа çыхăннă историе татах та аванрах пĕлмелле. Муркаш салинче 1880 çулта прихожансен укçи-тенкипе çĕкленĕ чиркÿ ĕçĕ-хĕлĕ пирки халĕ тăрăшакан Федор атте тĕплĕн каласа пачĕ.

– Шел пулин те çавăн чухнехи чиркÿ вут-кăвар алхаснине пула çунса кайнă. Турă пулăшнипе, халăх тăрăшнипе çĕнĕрен çĕклеме май килнĕ чиркÿ çуртне. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Халĕ вара эпир Турă пиллĕхĕпе аслисен ĕçне малалла тăсатпăр. Ачасем, сирĕн кун-çул таппинчен кая юлмалла мар. Мĕн кирлине ăша хывма тăрăшмалла, – терĕ Федор атте пурне те ырă ĕçсем ытларах тума йыхравласа.

Ачасемшĕн кăсăкли кунта чылай пулчĕ. Вĕсен ăс-тăн аталанăвне тĕрĕслеме викторина та йĕркеленĕ. Кунта хутшăнакансем асăнмалăх парнесене те тивĕçрĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика