Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă услуга: ĕçсĕррисем валли те

30 июля 2011 г.

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче патшалăхăн хăш-пĕр услугисемпе электронлă майпа тивĕçтерме пуçлаççĕ. Çапла вара ĕç шыракансемпе ĕç паракансен те электронлă услугăсемпе усă курма май пур. Электронлă почтăпа ĕçпе тивĕçтерекен центра йышăнăва çырăнма та, професси юрăхлăхĕн тестне çырма та, обществăлла ĕçсене хутшăнма килĕшнине пĕлтерсе заявлени çырма та, ытти услугăсем илме те май тупăнчĕ. Электронлă услугăсемпе усă куракансен пĕр условие çеç шута илмелле – алă пуснин электронлă варианчĕпе усă курмалла. Ăна вара «Ростелекомра» илмелле. Алă пуснин электронлă варианчĕ вăхăта чылай перекетлет: кирлĕ услугăсене килтен тухмасăрах илме пулать.

Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем патшалăх услугисемпе электронлă майпа тивĕçтересси çине, вăл шутра çынсене ĕçпе тивĕçтерес сферăра та, туллин куçассине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе 2012 çулхи август уйăхĕччен вĕçлеме палăртнă.

Ĕçпе тивĕçтерес сферăра, сăмахран, чи малтанах çак электронлă услугăсемпе тивĕçтерме палăртнă: тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма килĕшнине пĕлтерсе заявлени çырасси тата çакăн пек ĕçсене йĕркелесси пирки информаци парасси, çул çитмен 14–18 çулхисенчен каникул вăхăтĕнче, ĕç тупассинче хÿтлĕх кирлĕ граждансенчен вăхăтлăх ĕç тупса пама çырнă заявленисене йышăнасси, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 18–20 çулхи граждансенчен пĕрремĕш хут ĕç тупса пама ыйтса çырнă заявленисене йышăнасси, ĕç паракансенчен кирлĕ ĕçченсем тупса пама ыйтнă, граждансенчен юрăхлă ĕç тупса пама ыйтнă заявленисем йышăнасси, ĕçе вырнаçас текенсем пирки ĕç паракана информаципе тивĕçтересси тата ытти те.

Хальлĕхе вара республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби вăхăтлăх çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн электронлă услугăсемпе усă куракансен ятарлă анкета ыйтăвĕсем çине хуравламалла. Анкета Чăваш Республикин патшалăх услугисен порталĕ çинче те, Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайчĕ çинче те пур. Алă пуснин электронлă варианчĕ пуррисем анкета хуравĕсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центра электронлă почтăпа ярса пама пултараççĕ.

И. Димитриева,

районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика