Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Святой Илия пророк кунĕ

30 июля 2011 г.

Илле кунĕ - çуллахи юлашки уяв, Илия пророк уявĕ. Çак кунăн хăйăн историйĕ.

Израильте виçĕ çул таранах çумăр çуман. Выçлăх пулнă. Турра ĕненекенсем Кармил тăвĕ çине пухăнса вăкăр пуснă. Илия пророк Турра кĕл тунă та, Турă çĕр çине çумăр çутарнă. Пĕтĕм çĕр çинче çимĕç пулма пуçланă.

Илия пророк нумай çул Израиль халăхĕшĕн тăрăшнă. Кирлĕ вăхăтра çумăр та çутарнă, халăха чăн Турра ĕненме йыхравланă. Турă хăвачĕпе вăл вутлă лашасем кÿлсе вутлă урапапа пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Çавăн чухне аслати кĕмсĕртетни илтĕн-нĕ. Аслати авăтни те Илия пророкпа çыхăннă. Аслати кĕмсĕртетнипе çынсем çÿлти Турă пуррине пĕлнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ аслати авăтнă чухне çынсем яланах Турра асăнса пуççапнă.

Илия пророк Çÿлти Патшалăх чĕррĕн йышăннă пĕртен-пĕр пророк шутланать.

Августăн 2-мĕшĕнче Ильинкăри чиркÿ хăйĕн престол уявне яланах паллă тунă. Турра ĕненекенсем Илия пророка чысланă.

Ваттисем Илле кун çумăр пулсан малалла та тăтăшах çумăр пулать тенĕ. Уяв кунĕнчи çумăр тивлет парать тенĕ. Çавăнпа та унпа пит-куçа çума каланă. Çапла туни чир-чĕртен тата куçăхасран сыхланма пулăшать иккен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика