Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киосксенче сăра сутма чараççĕ

30 июля 2011 г.

Июлĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев 2013 çултанпа çĕр-шывра кирек мĕнле алкоголь продукцине те (0,5 процент хаярлăхран хăватлăраххисене) сутма чикĕлесе тăракан саккуна алă пуснă. Çапла вара тепĕр çулталăк çурăран киосксемпе павильонсенче, пасарсемпе вокзалсенче, хула транспорт чарăнăвĕсенче, аэропортсемпе автозаправкăсенче сăра сутма чараççĕ. Пысăк лавккасенче те ăна çĕрлехи вăхăтра сутмĕç. Çĕрлехи вăхăтра обществăлла апатлану заведенийĕсенче çеç сăра туянма май пулĕ.

Саккунта палăртнă тăрăх алкоголь продукцине организацисен çеç сутма ирĕк пулĕ. Уйрăм предпринимательсен кун пек ирĕк пулмасть. Вĕсем 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен сăра сутма пултараççĕ, анчах та 5 процент хаярлăхран хăватлă маррисене.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа обществăлла вырăнсенче – парксемпе скверсенче, тĕрлĕ кану вырăнĕсенче – алкоголь продукцине ĕçме чараççĕ. Саккун телевиденипе тата радиопа алкоголь продукцине рекламăлассине чарса лартма тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика