30 июля 2011 г.
Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вырма ĕçĕсем июлĕн 27-мĕшĕнче пуçăнчĕç. Пултаруллă комбайнерсенчен пĕри Олег Григорьев хăйĕн «Палесье» маркăллă «хир карапне» кĕрхи тулă пуссине пĕрремĕш илсе тухрĕ. Пĕрремĕш çаврăмсем... Çĕр ĕçченĕшĕн питех те ответлă тапхăр пуçăнчĕ.
– Ку уйра пирĕн «Московская-39» кĕрхи тулă. Малтанлăха эпир фуражлăх кăна кăштах вырас шутлăччĕ. Юлашки кунсенчи шăрăх çанталăка пула тырă хăвăрт пулса çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ тăхтама-кĕтме юрамасть. Пĕтĕм вăя тырă хăвăртрах пухса кĕртес ĕçе мобилизацилеме тивет, – каласа парать хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев. – Пĕтĕм ĕçе комплекслă туса пыма тăрăшатпăр. Ку та пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чăнах та çапла. Комбайнсем хыççăн паккуса выртса юлакан сап-сарă улăма çийĕнчех рулонсене преслаççĕ. Ку ĕçре Иван Порфирьев тăрăшать. Сăмах май вăл 1974 çултанпах трактор рулĕ умĕнче, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн чыслă ятне тивĕçнĕ.
Çамрăк механизатор Сергей Ильин вара погрузчикпа ĕçлет, рулонсене трактор прицепĕсем çине тиесе парать. Николай Ивановпа Алексей Васильев механизаторсем пĕрин хыççăн тепри тулли тиенĕ тракторсемпе тÿрех фермăна çул тытаççĕ.
Илемлĕ ÿкерчĕк. Куç умĕнчех хир пушанса пырать. Хыççăнах сухалама тухма та пулать.
Акă сарă тулă пуссипе пыракан комбайн чарăнчĕ. Хăвăртрах ун патне Юрий Михеев водитель хăйĕн ГАЗ-3309 автомашинипе васкарĕ. Самантрах бункертан ылтăн тулă кузова тиенме тытăнчĕ. Чăннипех ылтăнпа пĕрех вăл çак куна кĕтсе çулталăкĕпе чунне парса вăй хунă чăн-чăн çĕр ĕçченĕшĕн.
В. ШАПОШНИКОВ.