27 июля 2011 г.
Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ
Районти историпе краеведени музейĕнче «Зиновья Васильевна Душкова çул çÿревĕ» ятпа кĕнеке куравĕ уçăлчĕ. Июлĕн 19-мĕшĕнче вара вăл куçарнă «Юмахсем» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Хайлав ăсти – анлă тавра курăмлă çыравçă тата историк. Вăл чĕре ыйтнипе тĕнчери тĕрлĕ кĕтесе курса çÿреме, мĕн курнине ÿкерсе илме кăна мар, хăйĕн шухăш-туйăмĕсене кашни вулакан патне çитересчĕ тесе ырми-канми тăрăшать, ăсталăхĕпе кĕнеке тусĕсене хăй патне илĕртет. Унăн произведенийĕсенче вара ытларах юрату вăй-халĕ палăрса тăрать. Самана юмахĕсем кĕçĕннисене кăна мар, аслисене те тыткăна илеççĕ. Калем ăсти 50 ытла тĕрлĕ кĕнекене 140 пин тиражпа пичетлесе кăларма мехел çитернĕ.
Çыравçă ачалăхĕ Вăрмар районĕнче иртнĕ, амăшĕ чăваш пулнă, ашшĕ – гагауз. Пĕчĕкренех вăл пĕлÿ тĕнчи енне туртăннă. Çакă вара ăна пурнăç тăршшĕпех пулăшнă.
Курава йĕркелеме Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ Т. Асламас тата З. Душкова çырнă юмахсене куçараканĕ В. Бахмисова пулăш-рĕç, кунта килнĕ хăнасем вара асăнмалăх кĕнеке-парнесене тивĕçрĕç.
Çыравçă хайлавĕсем вулакана хăй асамлăхĕпе чăннипех те тыткăнлаççĕ. Унăн ăсталăхĕпе тĕплĕнрех паллашас текенсем вăл çырнă кĕнекесене историпе краеведени музейĕнче туянма пултараççĕ.
Манăн унăн ĕçĕнчи хăш-пĕр саманта палăртса хăварас килет.
«...Эпир кашнийĕ хамăрăн ырă кăмăл-туйăма пĕр чĕптĕм те пулин парнелеме пултарсан, тĕнчере çак сипетлĕх ытларах пулнă пулĕччĕ... Пулас пурнăç юмахри пек хитре пултăр тесен ÿсен-тăранпа, кайăк-кĕшĕкпе туслăн пурăнмалла»...», – тет Зиновья Васильевна.
О. Клементьева,
методист.