Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăван ен пуянрах та илĕртÿллĕрех пултăр»

27 июля 2011 г.

«Тăван ен пуянрах та илĕртÿллĕрех пултăр»

Эпĕ вара ăста, мал туртăмлă предпринимательпе тĕплĕнрех калаçрăм, ĕç вăрттăнлăхне уçса пама ыйтрăм.

– Çапах та мана парафинран ăсталанă теттесене эсир хăйне май чун кĕртни тĕлĕнтерет. Александр Анатольевич, мĕнрен пуçланчĕ-ха хăвăр пурнăçа çак тĕлĕнтермĕшсемпе çыхăнтарни?

– Тĕрĕссипе вара эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтрах предприниматель ĕçĕ тупăш пама пултарнине ăнкарса илтĕм. Çуртан пĕрремĕш партине Шупашкара сутма патăм, 115 тенкĕ тупăш илтĕм. Вăл вăхăтра вара аттен уйăхри ĕç укçи 70 тенкĕпе танлашнăччĕ.

Пурнăç вара çапларах пулса тухрĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр 1988 çулта туй çул çÿревне Санкт-Петербург хулине кайнăччĕ. Çавăнта кăмăла кайрĕ те мана пĕр çурта. Малашне ăна ăсталасси пуçăнчĕ.

– Çавăн чухлĕ çуртана хăвăрах ăсталама вăхăт тупатăр-и?

– Малтанах хамăр çемье вăй хурса ĕлкĕрнĕ ку ĕçре. Халĕ çурта тăвакан цехра 4–5 хĕрарăм вăй хурать. Ку ĕç вĕсене çывăхрах тата вĕсем чăтăмлăрах та. Вĕсен ĕç укçи пилĕк пин тенкĕрен иртет, çакă хĕл кунĕнче начар мар тесе шутлатăп эпĕ.

Чи малтанах çурта макечĕсене йăлт хам ăсталанă. Çавăн пекех манăн хамăн çывăх çыннăмсене ырăпа палăртас килет. Мăшăр илем тĕнчине аван ăнланнăран интереслĕ тĕрлĕ шухăш сĕнет. Аслă хĕрĕм вара çак ĕçе мĕн пĕчĕккĕллех курса çитĕннĕрен хăй ирĕкĕпе дизайнер ĕçне суйласа илчĕ, халĕ çăмăллăнах тĕрлĕ натюрморт, сувенир хатĕрлет. Кунта ăсталанă çуртан ытларах пайне парне валли туянаççĕ. Кирек епле теттен те хăй вăхăчĕ. Çĕнĕ Çул уявĕнче ешĕл чăрăш аван, Хĕрарăмсен кунĕнче вара тĕрлĕ чечек, Юрату кунĕнче чĕре палли пулсан лайăх тата ытти те. Çулсеренех вара пĕр-пĕр чĕр-чун çулталăкĕ пулать, çав паллă кунсем тĕлне самай малтан хатĕрленетпĕр те. Анчах та тĕрлĕ уяв иртсен вĕсем тепĕр тапхăр кирлех те мар. Хатĕр продукцие ытлашши выртарни те хăш-пĕр чăрмав кÿрет. Çавăнпа та мĕн чухлĕ сутăннине кура виçеллĕ те вăхăтлă янтăлама тăрăшатпăр. Пирĕншĕн вара Çĕнĕ çул уявĕ уйрăмах хĕрÿ тапхăр шутланать.

– Продукцие хатĕрлеме пулать-ха, анчах ăна сутса вырнаçтарасси те çăмăл мар, ку енĕпе мĕнлерех çул-йĕр шыратăр тата;

– Пысăк пахалăхлă хатĕр продукцие вăхăтра вырнаçтарасси малти вырăнта пулмалла. Эпĕ хам хуçалăхра ăсталанă çуртасене вырнаçтарассипе район, республика тата ун тулашĕнче те пулса тĕрлĕ килĕшÿ тума ĕлкĕртĕм. Хальлĕхе ку ĕç начар пырать тесе калас килмест.

– Декоративлă çуртасем ăсталанине эсир хăвăрăн тупăш çăл куçĕ теме пултаратăр-и?

– Вĕсене ăсталани вара чи малтан чуна киленÿ парать, çавăн пекех тупăш та. Кашни тĕрлĕ мĕлкене тытса ларатăп, шухăша кайса начар пулăма самантлăха та пулин манма пултаратăп, мĕншĕн тесен çак эрешсенче эпĕ ыррине куратăп.

Декоративлă çуртасенчен çулталăкне вăтамран 300 пин тенкĕ тупăш илме пулать.

– Пушă вăхăт сирĕн пек çыннăн çук та пулĕ. Пурнăçа илемлĕх тĕнчипе çыхăнтарнисĕр пуçне хăвăр пĕвере пулă ĕрчететĕр, йывăç-тĕм лартатăр, шур сухаллă качакасене усратăр, вĕлле хурчĕсемпе аппаланма та вăхăт тупатăр тата ытти çĕнĕлĕхе алла илетĕр;

– Пурăнас текен çыннăн алă усса лармалла мар, çакна пире атте-анне вĕрентнĕ, эпĕ вара хамăн ачасене çапла ăс паратăп. Ĕçленипе пĕрлех пушă вăхăт тупма та ĕлкĕретĕп.

Пулă ĕрчетесси вара манăн тахçанхи тĕллев пулнă. Халĕ тинех ăна вăя кĕртме пултаратăп пулас. Инçетрен туянса килнĕ карп пулă чĕрĕлчĕ, малашне аванах ĕрчессе шанас килет. Çак пĕтĕмĕшле ĕç валли 58 пин тенкĕ патшалăх хушма пулăшу уйăрчĕ, 162 пин тенкине хамăр кĕсьерен кăларса хума тиврĕ. Паллах ял çынни çакăнта килсе канассине эпĕ хирĕç мар.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика