Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслă тивĕçе пурнăçламаллах

27 июля 2011 г.

Чыслă тивĕçе пурнăçламаллах

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен çул çитнĕ яшсене çара ăсатас ĕçсем пычĕç. Унăн итогĕсем пирки çавна каласа хăварасшăн. Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ пире панă плана эпир 100 проценчĕпех пурнăçлама пултартăмăр. Çар ретне ăсатнă çамрăксенчен 64 проценчĕ çирĕп сывлăхлисем, 12 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 22 проценчĕн ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ пур, 24 проценчĕ пуçламăш професси пĕлĕвĕ илнĕ.

Çавна та каласа хăвармалла. Муркаш районĕпе илсен çул çитнĕ çамрăксенчен 22 проценчĕ сывлăхĕ япăххипе çар ретне тăма юрăхсăр пулчĕ. Вĕсене пурне те запаса куçарнă.

Çамрăксене çар ретне ăсатма хатĕрлес ĕçсене районти призыв комиссийĕ вăхăтра туса пычĕ. Çар комиссариачĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Юнкă, Мăн Сĕнтĕр, Ярославка ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен специалисчĕсем те çак ответлă ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшрĕç. Çав вăхăтрах салтака каймалли çамрăксене учета илесси, вăхăтра повесткăсем парасси Оринин, Москакасси ял тăрăхĕсенче тивĕçлĕ шайра мар.

Çавна та палăртмалла. Салтака каяс мар тесе тĕрлĕ сăлтав шыраса пăрăнса çÿрекен яшсен хисепĕ чакмасть-ха. 2010 çулхи кĕрхи призыв вăхăтĕнче кун пеккисен шучĕ 35 çын пулнăччĕ. Ку çурхи призывра 15 çамрăк çар ретне тăрас мар тесе тарса-пытанса çÿрерĕ. Вĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Акă кун пеккисем Йÿçкассинче 1, Ильинкăра 2, Москакассинче 2, Çатракассинче 3 пулнă. Çамрăксен ашшĕ-амăшĕпе калаçнинчен те усси сахал. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ачисене салтака ярас шутлă мар.

Кунта çакна та каласа хăвармалла. Çак тарса çÿрекен çамрăксен пĕрин те сывлăхĕ çар ретне тăма юрăхлă мар. Тĕрĕссипе вĕсене тахçанах запаса куçарса çар билечĕ памалла. Ашшĕ-амăшĕсем, яшсем хăйсем те çакна ăнланмаççĕ, вăйпа çар ретне илсе каясран хăраççĕ. 2010 çулта 35 ачаран 20-шне запаса куçартăмăр.

2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланмалла. Кĕркуннехи призыв тĕлне салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксене пурне те саккуна пăхăнса Çар комиссариатне вăхăтра килсе хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕс-леттерме, кирлĕ документсене тăратма сĕннĕ пулăттăм. Çар ретне тăрассинчен тарса çÿрени уголовлă ĕç пуçарасси патне илсе пыма пултарни пирки самантлăха та манас марччĕ.

В. АНДРЕЕВ,

Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика