27 июля 2011 г.
Çĕр ĕçченне пулăшусăр хăвармĕç
Патшалăх ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем тата ялта пурăнакансем валли тĕрлĕ хушма пулăшу уйăрать. Çавна май çурт-йĕр çĕклекенсене, выльăх-чĕрлĕх усракансене, тĕрлĕ культура акса-лартса ÿстерекенсене çак тата ытти тĕлĕшпе тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне саплаштарать. Çапла майпа патшалăх çĕр ĕçченне курăмлă пулăшу кÿрет. Района çак тĕллевпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта сахал мар укçа-тенкĕ килчĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен, ял хуçалăх пайĕн ертÿçинчен В.А. Калининран ыйтрăм.
– Владимир Аркадьевич, пирĕн района мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тивĕçрĕ ку тĕлĕшпе?
– Патшалăх уйăрнă пулăшу укçин калăпăшĕ пĕчĕк мар, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40 миллиона яхăн куçнă. Палăртса хăваратăп, ку тĕллевлĕ усă курмалли укçа-тенкĕ. Федераллă бюджетран 21 млн та 545 пин те 823 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 18 млн та 417 пин те 655 тенкĕ уйăрнă.
– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма мĕн чухлĕ пырса тивет-ш?
– Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсенче, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх аталантаракансем валли 17 млн та 276 пин те 348 тенкĕ уйăрнă. Ăна ăратлă ĕнесен шутне тытса тăма, тĕрлĕ выльăх ăратне улăштарма тата тытма, пĕтĕлентерме усă кураççĕ.
– Ÿсен-тăран отрасльне мĕн чухлĕ пырса тивет тата?
– Минераллă удобрени, пысăк пахалăхлă вăрлăх, ÿсен-тăрана сыхламалли тĕрлĕ им-çам туянма, страхлама тата мелиораци ĕçĕсене пурнăçлама 7 млн та 342 пин те 516 тенкĕ усă курнă.
Укçан ытти пайне вара тĕрлĕ программăпа килĕ-шÿллĕн çурт-йĕр çĕклекенсене пулăшма уйăрнă. Малашне те патшалăх пулăшăвĕ çĕр ĕçченне аякра хăвармасса шанас килет.
Р. Илларионова ыйтса пĕлнĕ.