Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çаврăм, пĕрремĕш бункер

27 июля 2011 г.

Пĕрремĕш çаврăм, пĕрремĕш бункер

Хăвăрт иртет вăхăт. Асрах-ха хирти ĕç шавĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсем. Сисмерĕмĕр те, вырмана тухма та вăхăт çитрĕ. Юлашки кунсенче тăнă шăрăх çанталăк кĕрхи культурăсене хăвăрт пиçсе çитме май пачĕ.

Акă ĕнер «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин кĕрхи тулă пуссинче комбайн кĕрлевĕ илтĕнме тытăнчĕ. Предприяти ертÿçи Николай Ванеркин та хирте.

– Пирĕн кунта «Московская-39» кĕрхи тулă 210 гектар çинче. Тухăç япăх пулмалла мар. Сахалтан та гектартан 30 центнера яхăн тухатех. Çанталăк май парсан пĕр эрне хушшинче тулăна пуçтарса илме май пур. Кайран вара 360 гектар урпа юлать,– пĕлтерчĕ васкаварлăн ертÿçĕ.– Вăл та кун пек çанталăкпа тепĕр икĕ эрнерен пуçтарса кĕртме хатĕр пулмалла.

Хăватлă «Дон» комбайн хирте тикĕссĕн пырать. Николай Павлов комбайнерăн ĕç опычĕ пĕчĕк мар. Ĕç çи валли вăл техникăна лайăх хатĕрлесе çитернĕ. Кăлтăксем пулма кирлĕ мар.

– Турри çанталăкне парсан пирĕнте чăрмав пулас çук,– тет вăл куларах.

Çаврăм хыççăн çаврăм, бункер хыççăн бункер... Сарă тулă кĕлетсене ăсатăнать. Кĕрхи ĕç çи – çĕр ĕçченĕ çулталăкĕпе вăй хунин, тар тăкнин результачĕ. Аллисем çăмăл пулччăрччĕ пуçласа ĕçе тытăнакансен.

В. ШАПОШНИКОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика