Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тивĕçтерекен центртан – ĕçе хăнăхма

27 июля 2011 г.

Ĕçпе тивĕçтерекен центртан – ĕçе хăнăхма

Кашни çамрăк шкул пĕтернĕ хыççăн пĕр-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕнче хăйне килĕшекен профессие вĕренес тесе ăс пухма тăрăшать. Анчах та аслă шкултан е колледж-техникумран вĕренсе тухсан та çул яри уçă выртмасть çав. Ĕç тупасси, тин çеç вĕренсе тухнă çамрăксем калашле, «чĕр нуша» вырăннех. Диплома алла тытса ирĕксĕрех ĕçпе тивĕçтерекен центра кайма та тивет хăшĕсен. Унта вара пулăшу пурах.

Акă июлĕн 21-мĕшĕнче те районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта колледж е техникум пĕтернĕ выпускниксене районти предприятисене стажировкăна ярассипе вакансисен ярмăрккине ирттерчĕç.

Малтанхи çулсенче те районти ĕçпе тивĕçтерекен центр выпускниксене стажировкăна вырнаçтарассипе тимленĕ: 2009 çулта – 76 выпускник, 2010 çулта 34 выпускник стажировкăра пулнă. Республика шайĕнче ятарлă программа ĕçлени пулăшу паратех.

Кăçал та акă «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» муниципаллă унитарлă предприяти, «Моргаушская» муниципаллă строительство организацийĕ тата Муркаш райповĕ стажерсене йышăнчĕç.

Стажировкăра хăйсене лайăх енчен кăтартсан çамрăк специалистсен ĕç вырăнне тупма май пур. Муркаш райповĕнче акă пĕлтĕр 11 выпускник ĕçе хăнăхнă пулсан вĕсенчен иккĕшĕ кунтах ĕçе вырнаçма пултарнă.

Райпо правлени председателĕн кадр тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А. Куликова пĕлтернĕ тăрăх вĕсем патĕнче кăçал пĕтĕмĕшле 12 стажер ĕçе хăнăхать мĕн.

– Ку таранччен пирĕн патра товароведсем ĕçе хăнăхрĕç. Автомашинăсене ремонт тăвакан слесаре те стажировкăна илме килĕшрĕмĕр. Ытларахăшĕ вара бухгалтерсем. Çамрăк специалистсем хăйсен пĕлĕвне ĕçре усă курма вĕренĕç. Малтанхи çулсенче пирĕн организацинче стажировкăра пулнисем хăйсене лайăх енчен кăтартнине палăртас килет. Алла диплом илессишĕн кăна вĕренменнине çирĕплетсе пачĕç вĕсем. Кăçал та ÿкерчĕк çапла пуласса шанатпăр, – тесе Алина Александровна çамрăксен вĕренÿ никĕсĕ япăх маррине палăртать.

Апла районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ предприяти-организаципе тачă çыхăнура ĕçлесе çамрăксене ĕçе вырнаçма пĕрремĕш утăм тума пулăшать. Ытти вара яш-кĕрĕмрен хăйсенчен килет.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика