Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анăçпа тухăç алă параççĕ

28 мая 2011 г.

Анăçпа тухăç алă параççĕ

Садра

Çĕртме уйăхĕнче хăмла çырли, палан, шăлан (шиповник) чечеке ларма пуçлаççĕ. Уйăх вĕçленнĕ тĕле çĕр çырли пиçсе çитет. Çак уйăхра опытлă пахчаçă улма-çырла йывăççисем патĕнчи çĕре пусса кăпкалатать, çумран иртет. Йывăçсене тăтăш шăвармалла, апатлантармалла, сăтăрçăсемпе кĕрешме пуçламалла.

Çĕртме уйăхĕн 1–3-мĕшĕсем. Çĕнĕ уйăх. Нимĕн лартма та, куçарса лартма та сĕнÿ çук. Йывăçсемпе тĕмсене сăтăрçăсенчен пĕрĕхме юрать.

Çĕртме уйăхĕн 3–5-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана шăвармалла тата минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Йывăçсемпе тĕмсене апатлантарнă çĕрте азотлă удобренипе ытларах усă курни аван.

Çĕртме уйăхĕн 5–7-мĕшĕсем. Йывăçсемпе тĕмсене сăтăрçăсенчен тата чир-чĕртен хÿтĕлесе тĕрлĕ им-çампа пĕрĕхмелле.

Çĕртме уйăхĕн 7–10-мĕшĕсем. Удобренисем хывма юрамасть. Çамрăк хунавсем лайăх чĕрĕлеççĕ. Улма-çырла йывăççисем таврашĕнчи çĕре кăпкалатма, купалантарма, çумлама, шăварма меллĕ вăхăт.

Çĕртме уйăхĕн 10–12-мĕшĕсем. Йывăçсене сыпма юрать. Вĕсем таврашĕнчи çĕре кăпкалатма, çумран тасатма, шăварма меллĕ вăхăт.

Пахчара

Уйăх варринче çĕр улмине купалаççĕ. Явăнса ÿсекен ÿсен-тăран айне тĕревсем вырнаçтараççĕ. Хăяр калчине сайратни юрăхлă, анчах йăрансене кăпкалатма тăхтăр, мĕншĕн тесен хăяр тымаррисем çиелте вырнаçнăран суранланма пултараççĕ.

Чечек йăранĕсене шăварса, çумран тасатса, кăпкалатса тăмалла. Вĕсене апатлантарни те ытлашши пулмасть. Чечек йăранĕсене ирпе шăварни вырăнлăрах, мĕншĕн тесен кăнтăрла шăварсан çулçăсем аманма, пиçсе кайма пултараççĕ.

Çĕртме уйăхĕ раштав епле пуласси пирки калать.

Çĕртме уйăхĕн 1–3-мĕшĕсем. Çĕнĕ уйăх. Нимĕн лартма та, куçарса лартма та сĕнместпĕр. Йывăçсемпе тĕмсене чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен пĕрĕхме юрать. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлăр, йăрансем тăвăр, нÿрĕк тытăр.

Çĕртме уйăхĕн 3–5-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана минераллă удобрени шывĕпе шăварнин усси пулать. Салата, укропа кĕркунне апатра усă курма иккĕмĕш хут акма та юрать. Йăран çине пĕр çул ÿсекен чечексене куçарса лартма меллĕ вăхăт.

Çĕртме уйăхĕн 5–7-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе шăварма тата тымарсем патне апатлантарма юрăхсăр вăхăт. Йăрансене чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен пĕрĕхме юрать. Шăрăха чăтăмлă ÿсен-тăран акма-лартма юрать. Ку вăхăтра пухнă эмел курăкĕсен «вăйĕ» ытларах.

Çĕртме уйăхĕн 7–10-мĕшĕсем. Удобренисем хывма юрамасть. Çамрăк хунавсем лайăх чĕрĕлеççĕ. Икĕ çул ÿсекен чечексене акма меллĕ кун. Эмел курăкĕсене акма-лартма тата куçарса лартма юрать. Балконри тата пÿлĕмри чечексене куçарса лартма та пултаратăр.

Çĕртме уйăхĕн 10–12-мĕшĕсем. Укроппа салата иккĕмĕш хут акма лайăх вăхăт. Нумай çул ÿсекен сухан акма вырăнлă. Йăран çине пĕр çул ÿсекен чечексене куçарса лартма меллĕ вăхăт. Пÿлĕмри чечексемпе эмел курăкĕсене лартни тата куçарса лартни вырăнлă пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика