Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри туртать, темиçен асап тÿсеççĕ

28 мая 2011 г.

Пĕри туртать, темиçен асап тÿсеççĕ

Табак çулçинче 9 процент таран никотин, 20 процент углевод, 13 процент таран белок, 4 процент сăмала, 2 процент эфир çăвĕ пур. Вĕсемсĕр пуçне синильнăй кислота, углерод окисĕ, этилен тата ытти хутăш. Химие çителĕклĕ пĕлекенсем çак хутăшсем çыншăн епле сиенлĕ иккенне пĕлеççĕ. Никотин сиенлĕхĕ синильнăй кислотаран кая мар. Лайăх сортлă табакра та никотин 0,7 – 1,5 процента яхăн, япăх сортсенче 10 процент чухлĕ. Сигарет туртнă чухне мĕн пур никотинăн 50 проценчĕ тĕтĕм пулса сывлăшра саланать, 25 проценчĕ табак çуннă чух пĕтет, 5 проценчĕ сигарет юлашкинче юлать. Никотинăн 20 проценчĕ çын ăш-чикне лекет, çапах та унăн сиенĕ çыншăн питĕ пысăк.

Табакри чи сиенлĕ хутăш никотин шутланать, çавăн пекех унăн тĕтĕмĕнче радиоактивлă полоний-210 пурри те хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл организма лекет, пухăнса пырать, çавна май шыçă (рак) чирĕ аталанма пуçлать.

1 килограмм табак çунсан 40 – 70 грамм чухлĕ табак тикĕчĕ пулать. Кунне пĕр пачка сигарет туртсан çулталăкра 800 грамм чухлĕ тикĕт çын ăш-чикне лекет. Унăн усси пачах та çуккине, сиенĕ вара ытлашшипех пулнине кашнин тавçăрмалла.

Сигарет çуннă чух таврана унăн тĕтĕмĕ сарăлать. Çавăнпа та туртакан çын çывăхĕнчи сывлăшри сиенлĕ япаласем ниепле те тасалмаççĕ, сывлăшри сиенлĕ япаласене туртманнисем сывласа илеççĕ, ăша яраççĕ.

Уçăлтарман пÿлĕмре пирус тĕтĕмĕ пухăнать. Çав сывлăша пĕр сехет чухлĕ сывласан 4 сигарет туртнин тĕшне тăрать. Ăна сывлакансене «ирĕксĕрлесех пирус туртакансем» теççĕ. Витĕмĕ туртакансенни пекех: хăвăрт ывăнаççĕ, ĕçлеслĕхĕ чакать, артерисенче юн пусăмĕ хăпарать. Çав сывлăша туртни уйрăмах ачасемшĕн сиенлĕ, çавна май аталанăвăн пур енĕ чакать. Сипетсĕр хăнăхуран уйрăлма пуриншĕн те хăвăрт та çăмăл утăм тесе калаймăн.

Çамрăксен, пĕчĕк ачасен организмне табакри сиенлĕ япаласем уйрăмах усал витĕм параççĕ. Тĕпчевçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх арçын ачасен 80 проценчĕ 18 çула çитичченех туртма тытăнать (18 проценчĕ 8 – 9 çултах). Хĕрсен 33 проценчĕ 16 – 17 çулта туртса пăхать.

Шкул ачисем учительсенчен тата ашшĕ-амăшĕнчен пытанса туртнăран пирус тĕтĕмне васкаса ĕмеççĕ, ăша тарăнрах яма тăрăшаççĕ. Васкаса туртнă чухне табак тата хучĕ хăвăрт çунаççĕ, çавăнпа сиенлĕ япаласем ытларах пулаççĕ. Табак майĕпен çуннă чухне никотинăн 20 проценчĕ тĕтĕмре пулать, васкаса туртнă чух унăн хисепĕ 40 процент ытларах пухăнать. Йÿнĕ сигаретсенче никотин тата ытти сиенлĕ япала ытларах. Кам туртать, унăн ăш-чикĕ тата укçи çунать, тенĕ туркменсем.

Çамрăк та сывă çынсем табак туртнине пула чирлеме пултарнине ним вырăнне те хумаççĕ. Сывлăха сыхламалли пĕртен-пĕр çул – сиенлĕ хăнăхуран вăхăтра, çийĕнчех хăтăласси. «Туртнипе тăмсайланаттăм. Туртни творчествăлла ĕçпе килĕштереймест. Туртасси ĕçсĕр çынсемшĕн çеç килĕшÿллĕ», – тенĕ нимĕçсен паллă поэчĕ В. Гете.

Табак тĕтĕмне ĕмиччен çăварта нумай вăхăт хушши ирĕлмен канфет ĕмсе киленни аванрах пулĕ.

В. МАТВЕЕВ,

«Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» филиалăн пĕтĕмĕшле гигиена врачĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика