Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç никĕсĕнче – пахалăх

28 мая 2011 г.

Ĕç никĕсĕнче – пахалăх

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайне тăратнă оперативлă кăтартусемпе килĕшÿллĕн ĕнерхи куна пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуртрисем акас ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех пĕр çул ÿсекен курăксене çурхи ака-суха ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн çителĕклех акса хăварма пултарнă. Çуртрисем акассине маларах вĕçленисем çамрăк калча çинчи çум курăкĕпе тата чир-чĕрпе химилле майпа кĕрешес ĕçе те кÿлĕннĕ. Çапла вара çаврăнăçуллăраххисем ку ĕçе 790 гектар çинче пурнăçланă та. Кунпа пĕрлех хуçалăхсем паян пахча çимĕç, çĕр улми лартаççĕ, кукуруза акаççĕ.

... «Ударник» хуçалăха ĕçсем самай вăй илнĕ вăхăтра çитрĕмĕр. Эпир пулнă кун Вăрманкассисемпе Матьăксем тата çĕр улми вăрлăхĕ туса илекен лаборатори ĕçченĕсем тупăшсах «иккĕмĕш çăкăр» лартатчĕç. Акă Вăрманкассисен ĕç отрячĕн ăнăçăвĕпе паллашатăп.

– Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ те алă усса ларас килмест. Уяр кунăн кашни сехечĕ шутра. Хамăр пурнăçа çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăран çурхи кунăн пĕлтерĕшне те аван ăнланатпăр, – терĕ МТЗ-80 трактора чарса Изосим Николаевич Васильев механизатор. Çур акинчи унăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри – çĕр улми лартма касăсем касса хурасси. Кунта вара питех те вăр-вар пулас пулать. Мĕншĕн тесен 6-шар рет «иккĕмĕш çăкăр» лартакан агрегатсемпе ĕçлекен Николай Ивановпа Радик Афанасьевăн тата Николай Семеновпа Геннадий Германовăн МТЗ-82 тракторĕсем ăна «таптасах» пыраççĕ.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Александр Васильев та кунтах.

– Пурнăçланă ĕçĕн пахалăхĕ пулмасан вăй хума юрать-и? Паллах çук. Çакна пирĕн кашни ĕçчен ăнланать. Хамăрăн çур аки никĕсĕнче кăçал та ытти чухнехи пекех ĕç пахалăхне мала тăратрăмăр. Хальлĕхе пысăк кăлтăксемех çук. Çакă пулас тухăçра палăрасса шанатпăр, – терĕ Александр Юрьевич.

Агроном сăмахĕнчен кăçал хуçалăх çĕр улми валли 200 гектар (районта чи пысăкки) çĕр уйăрни паллă пулчĕ. 695 гектар çуртрисем, 400 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акса хăварнă Йÿçкассисем иртнĕ кунсенче 150 гектара яхăн çĕр улми те лартса хăварчĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхĕ туса илессипе палăрса тăраканскерсем массăллă лаптăксене «жуковский ранний», «удача», «невский», «любава», «снегирь», «бриз», «елизавета», «луговской», «скарб», «петербургский» лартрĕç тата лартаççĕ те. Кунти вăрлăх йăлтах супер-супер элита тата супер элита пахалăхли. Çакă вăл кĕркунне элита тата супер элита пахалăхлă çĕр улми вăрлăхĕ туянас текенсене шухăшлаттармаллах.

– Пирĕнпе ĕçлес текенсене эпир никама та каялла çавăрса яман. Пирĕнтен туяннă вăрлăхшăн патшалăх субсиди пани те малашлăха пăхса ĕçлекен çĕр ĕçченĕшĕн пысăк тĕкĕ, – терĕ хуçалăх директорĕ Платон Павлович Давыдов ака агрегачĕсем 60 гектар кукуруза акма ĕлкĕрнине палăртса. Вăл кăçал 200 гектар ытла лаптăк йышăнмалла.

... Районта кăçал 1253 гектар çĕр улми лартса хăварма пăхнă, тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем ĕнерхи кун тĕлне ăна 1020 гектар лартса хăварма ĕлкĕрнĕ. Районĕпе 300 гектар кукуруза акнă, 89 гектар пахча çимĕç лартнă.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика