Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿт-тир чирĕнчен хÿтĕлеме

23 июля 2011 г.

Ÿт-тир чирĕнчен хÿтĕлеме

Ял çыннисене çакна калас килет. Çу кунĕсенче те выльăх кĕлеткин тасалăхĕнчен унăн сывлăхĕпе сĕт пахалăхĕ нумай килет. Çавăнпа та ĕне тасалăхĕ çине куллен тимлĕх уйăрма ан манăр.

Тирне тасатни ĕнешĕн массаж вырăннех. Вăл тир парĕсене, сывлав çулĕсене, юн çÿрессине, япаласен ылмашăвне лайăхлатать, сывлăхне çирĕплетет.

Ĕне тирне тасатма щеткăпа е улăм çыххипе усă курăр. Малтан пуçĕнчен тасатма тытăнăр, хыççăн – мăйне, кĕлеткине, урисене. Вараланнă вырăнсене ăшă шывпа çăвăр, шăлса типĕтĕр.

Тасатас ĕçе уçă çĕрте пурнăçлăр. Хыççăн выльăх кĕлеткине нÿрĕ татăкпа шăлса илĕр.

Тасату ĕçĕсене ĕнене сăвас умĕн 1 сехет маларах е сунă хыççăн пурнăçлăр. Унсăрăн çăм тата тусан вĕçсе сĕте варалама пултарать. Выльăха тирĕ типĕ чухне тасатма сĕнетĕп. Хÿрине, кĕлеткен кайри пайне уйрăмах тĕплĕ тасатас пулать.

Пĕрмаях тасатса тăни выльăх кĕлеткине çирĕплетет. Çакă выльăха тĕрлĕ ÿт-тир чирĕнчен хÿтĕлет.

В. ИЛЬИН, выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика