Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăяр витаминсемпе пуян

23 июля 2011 г.

Хăяр витаминсемпе пуян  

Килти хушма хуçалăхсенче кил хуçи арăмĕсем паян тăрăшсах хăяр татаççĕ. Кăçал нÿрĕкĕ те, ăшши те çителĕклĕ пулнăран хăяр йăтăнать кăна. Телей тесе хаклать çакна ялта пурăнакан. Анчах хăяр уссине эпир йăлтах пĕлетпĕр-и-ха? Сывлăхшăн унăн пĕлтерĕшĕ пысăк-и? Çакăн çинчен пĕлесчĕ хаçатра.

К. КАРПЕЕВА.

Нискасси ял тăрăхĕ.

Хăярăн тата укропăн сывлăх тĕлĕшпе пур усăллăхĕ пирки хаçат вулакансене районти тĕп больницăн пĕрремĕш категориллĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕ В. ГРИГОРЬЕВА каласа парать:

– Хăяр тĕлĕнмелле тутлă пахча çимĕç пулнипе палăрса тăрать. Вăл çыннăн вар-хырăмĕшĕн йывăр апат мар. Хăярта 95 процент шыв. Çапла вара вăл хырăм ай парĕн ĕçне йывăрлăх кÿмест.

Шывран ытла хăярăн усăллăхĕ мĕнре-ха?

Хăяр выçăлăха хăвăрт ирттерет. Çапла вара куç умĕнчех ÿт-пÿ йывăрăшне пĕчĕклетмелли çул уçăлать: хырăм тутă пек туйăнать, анчах калори сахал.

Хăярти шыв – çут çанталăк адсорбенчĕ. Вăл организмри нумай наркăмăша кăларать. Çавăнпа та наркăмăшлансан хăяр çиме сĕнеççĕ. Куллен хăяр çини организма тасатма, пухăннă наркăмăша кăларма пулăшать. Хăяр шывĕ вĕçĕм ĕçсен ват хăмпинчи чулсенчен хăтăлма пулни паллă.

Хăяр шывĕнче калипе натрий ионĕсем пулни наркăмăшран тасатмалли çула вăй парать. Калипе натрий шайлашăвĕ 17:1 пулни ытти пахча çимĕçсенчен чи пысăкки. Çакă шăк хăвалакан эффекта çемçетет.

Çапла вара хăяр наркăмăшлă япаласене организмран мĕншĕн лайăх тасатса кăларни паллă. Хăярти шыв наркăмăшсене ватать те унăн шăк хăвалас эффекчĕ вĕсене организмран тасатать.

Хăярта калий нумаййи çак пахча çимĕç чĕрепе тымар чирĕсемпе аптăракансемшĕн те усăллă пулнине çирĕплетет.

Эпир паян калаçакан пахча çимĕçре В ушкăнри витаминсем, аскорбин кислоти (С витамин), хаклă йышши минераллă япаласем, тимĕр, кальципе фосфор нумай.

Пĕтĕмĕшле çирĕплетекен хатĕр пек хăяр çини туберкулез чухне тата сывлав çулĕсем чирлесен усăллă. Хăяр апат çинĕ вăхăтра организма белоксене ытларах йышăнма пулăшать. Çавăнпа та хăяр салачĕ ашпа пулă çумне питĕ вырăнлă гарнир. Лайăх апатланма пуçлани вăл – туберкулеза чармалли тĕп çул-йĕр.

100 грамм хăярти 3 мкг йод пысăк виçе мар ĕнтĕ, анчах ăна пĕсехе парĕ (щитовидная железа) пĕтĕмпех йышăнать. Çавăнпа та хăяр асăннă орган чирлессинчен питĕ вырăнлă профилактика хатĕрĕ.

Ку пахча çимĕçĕн сывлăх сыхлавĕнчи уссипе пĕрлех косметикăри пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вăл ÿте лайăх çемçетет, шуратать, уçăлтарать, хĕвелтен аван хÿтĕлет.

Укроп: унăн усси

Килти хушма хуçалăхра укроп ÿстермен çын çуках. Анчах вăл мĕнрен усăллине нумайăшĕ пĕлсех каймасть. Çав шутра эпĕ те. Тухтăрсем ун пирки мĕн шутлаççĕ-ши?

И. СИДОРОВ.

Шупуç ялĕ.

Чăнах та укропа палламан çын çуках-тăр. Анчах унăн историйĕ тата пулăшу енĕсем, килĕшетĕп, чылай чух вăрттăнлăхра юлаççĕ.

Укропа 5 пин çул каяллах пĕлнĕ. Авалхи Хĕвел Тухăçĕнче ăна апат-çимĕçре анлă усă курнă. Унпа вĕсем апат тутине лайăхлатнă. Историе шаларах пăхсан вара укропа пур çĕр-шывсенче те нумай çул ĕлĕкрехех пĕлнĕ тата акса ÿстерни палăрать. Укропăн тăван çĕр-шывĕ – Ази.

Укроп – апат-çимĕçре симĕсле усă курмалли ÿсен-тăран. Унăн симĕс тытăмĕнче организмшăн усăллă япаласем питĕ нумай. Тĕслĕхрен: каротин, В тата С витаминсем, тимĕр, фосфор, кальци тăварĕ, никотин кислоти, клетчатка т. ыт. те. Çакнашкал пуянлăха кура укропа тĕрлĕрен çимĕçре усă курма пулать.

Пĕрремĕшĕ. Организмшăн усăллă япаласем питĕ нумай тенĕрен вĕсемпе пуянланма укропа тăтăш çимелле. Çу кунĕсенче эпир тĕрлĕ пахча çимĕç çисе кулленех организма витаминсемпе пуянлататпăр. Анчах хĕлле... Çавăнпа та паян укропа тĕрлĕ блюдăсене хушса куллен çиме тăрăшмалла.

Иккĕмĕшĕ. Нумай çул ĕлĕкрехех укроппа арçынсене импотенцирен сыватнă. Сыватакансем тĕрлĕ курăк шывĕ хатĕрленĕ чух вĕсен тĕп компоненчĕ укроп пулнă.

Виççĕмĕшĕ. Укропра клетчатка пурри сирĕн хырăмлăха кивĕ те пахалăхсăр апатран тасатать. Апатланма вăхăт сахал пулнипе çынсем çул çинче бутербродпа кăна хăйсене «улталаççĕ» пулсан, вĕсен пулас чир-чĕрне ура хураканни шăпах укроп пулать те. Кун пек чухне сире вар-хырăм тав тăвĕ кăна.

Тăваттăмĕшĕ. Эсир апатланура тăтăш укроппа усă куратăр пулсан сирĕн организмри микрофлорăна ăмсанмалли кăна юлать.

Пиллĕкмĕшĕ. Вар-хырăм тракчĕ чирленĕ чух укроп уйрăмах усăллă.

Улттăмĕшĕ. Чĕре чирĕсем аптăратнă чухне те укроп сирĕншĕн çут çанталăкăн чăн-чăн эмелĕ пулĕ.

Çиччĕмĕшĕ. Укропăн паха енĕсене пула сирĕн чăркăшлăх иртĕ, хăвăра лăпкăрах туйăр. Енчен те сирĕн нерв системи хавшакрах пулсан уйăх хушши куллен кăштахшар укроп çиме ан ÿркенĕр.

Саккăрмĕшĕ. Ку ÿсен-тăран сосудсене сарать, юн пусăмне пĕчĕклетет.

Тăххăрмĕшĕ. Суранлансан, ÿте касса ярсан, алă-ура хуçсан, язвăсемпе аптăранă вăхăтсенче укропа çине тăрсах хăвăр апат-çимĕçе кĕртме сĕнетĕп. Укропри витаминсем сирĕншĕн пысăк тĕкĕ пулĕç.

Вуннăмĕшĕ. Укроп – шăк хăвалакан хатĕр пулнăран çакна валли эмелсемпе уколсем вырăнне те асăннă ÿсен-тăранпа усă курма сĕнетĕп.

Укроп пирки вулакана тĕплĕн каласа патăмăр ĕнтĕ. Анчах та çак ÿсен-тăранран асăрханмалли вăхăт та пур. Ача çуратма хатĕрленекен йывăр хĕрарăмсене укропа пысăк виçепе çиме юрамасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика