Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх вăрттăнлăхĕ – кишĕрте

23 июля 2011 г.

Сывлăх вăрттăнлăхĕ – кишĕрте

Пĕлетĕр-и эсир сывлăхлă та хитре пулас тесен мĕн чуль кишĕр çимеллине; Диетологсем тĕпченĕ тăрăх – çулталăкра сахалтан та 11–15 килограмм. Анчах та çак цифрăсемпе те çырлахмалла мар. Кишĕр сĕткенĕ те, кишĕр варенийĕ те пирĕн сĕтел çинче пулмалла. Кишĕртен хатĕрленĕ маскăсемпе усă курсан та лайăх.

Кунсерен 100 грамм кишĕр çини иммунитета вăйлатма тата ÿте лайăхлатма пулăшать. Кишĕр ăшне кăштах тип çу ярсан унти бета-каротин А витамина хăвăртрах куçать.

Кишĕр, петрушка тата хĕрлĕ кăшман сĕткенĕсене 2:2:1 пропорципе илсе хутăштарса кунсерен пĕр стакан ĕçсен куç лайăхрах курать. Çак хутăш сирĕн пыршăлăхшăн йывăр апат шутланать пулсан ăна шывпа шĕветме те юрать.

Ÿт е тата çÿç те типписен йышне кĕреççĕ пулсан эрнере 2–3 хут кишĕр сĕткенне ĕçмелле тата кишĕртен хатĕрленĕ маскăсем тумалла. Сăмахран, 1-шер апат кашăкĕ хăйма, тăпăрч тата кишĕр сĕткенне хутăштармалла та таса та типĕ ÿт çине 15 минутлăх сĕрмелле.

Çÿç çуталса тăтăр тесен вара çак маскăпа усă курма юрать. Ăна хатĕрлеме 4 апат кашăкĕ чухлĕ кишĕр сĕткенĕ, 2-шер апат кашăкĕ лимон сĕткенĕпе хупах çăвĕ кирлĕ. Пурне те хутăштарса пуç тата çÿç çине сĕрмелле, ăшă тытакан хатĕрпе пуçа çур сехетлĕх çыхса хумалла.

Кишĕрпе цитруссенчен варени те хатĕрлеме пулать. 1 лимон, 1 апельсин, çур килограмм кишĕр тата çур килограмм сахăр кирлĕ. Кишĕре шултра терка витĕр, лимонпа апельсина хуппипех аш арманĕ витĕр кăлармалла. Вĕсене хутăштармалла, сахăр хушмалла. Кирлĕ пулсан кăшт шыв яма юрать. Вĕреме кĕнĕ хыççăн тепĕр çур сехет пĕçермелле. Варени хатĕр те.

Кишĕре тĕттĕм вырăнта усрамалла, çиес умĕн çеç çумалла. Унсăрăн вăл хăйĕн витаминне çухатать. Лавккари сентресем çинче выртакан çуса тасатнă кишĕр, шел пулин те, организма нимĕнле усă та памасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика