Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех патшалăх пенсисене финансласси пирки

23 июля 2011 г.

Пĕтĕмпех патшалăх пенсисене финансласси пирки

Сирĕн ыйтусене Пенси фончĕн специалисчĕсем хуравлаççĕ

– Пĕтĕмĕшле илсен мĕн-ха вăл патшалăх пулас пенсисене финансламалли Программа;

– Ку вăл пулас пенсие пысăклатма туса панă питĕ лайăх мел. Вăл гражданинпа патшалăх хывакан хушма взноссенчен пухăнать. Эсир çуллен хывакан 2000 тенкĕрен тытăнса 12000 тенкĕ таран взнос çумне çавăн чухлех патшалăх укçа куçарса парать. Сире ĕç паракан та çак процеса хутшăнма, хăйĕн рабочийĕсемшĕн взноссем куçарса пама пултарать. Программăпа килĕшÿллĕн взноссене эсир хăвăр пăхнă пек патшалăхăн ертсе пыракан компанине – Внешэкономбанка, е харпăр хăйĕн ертсе пыракан компанине, çавăн пекех патшалăхăн шутланман пенси фондне те куçарма пултаратăр. Илнĕ инвестици тупăшĕ те сирĕн лицевой счет çинче паллă пулĕ.

– Пухăнакан пенси мелĕпе усă куракансене патшалăх та пулăшать тени мĕне пĕлтерет-ха;

– Патшалăх пулăшăвĕ çавăнта пулса тăрать. Программăпа килĕшÿллĕн эсир хăвăрăн Раççей Федерацийĕнчи Пенси фондĕнчи ятарлă «пенси» счечĕ çине çулталăкне 2000 тенкĕрен тытăнса 12 пин тенкĕ таран взнос куçаратăр пулсан, патшалăх çав суммăнах хăй те куçарса парать. Харпăр хăйĕн çак «пенси» счечĕ кашни гражданинăнах е РФ Пенси фондĕнче, е патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче (енчен те эсир хăвăр ирĕкпе пулас пенсин пухăнакан пайне унта куçарса тăнă пулсан).

– Куçарса панă пенсисемшĕн патшалăх пулăшасси мĕнле мелпе пулса пырать;

– Енчен те асăннă Программăна хутшăнакан хăйĕн пулас пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине çулталăкне 2000 тенкĕрен тытăнса 12000 тенкĕ таран куçарса парать пулсан, патшалăх çак суммăна икĕ хут ÿстерет. Ку вăл эсир Программăна хутшăнакан 10 çул хушшипех çапла пулса пырĕ. Çавна та манма кирлĕ мар. Енчен те эсир хывнă сумма çулталăкне 2000 тенкĕрен каярах пулсан, патшалăх ăна финансламасть. Енчен те вара Программăна хутшăнакан хывнă сумма 12000 тенкĕрен ытларах чухне патшалăх 12000 тенкине кăна финанслать.

– Патшалăх пенсисене финанслассин Программине миçе çуллăха палăртнă;

– Хывнă взноссене патшалăх пĕрремĕш взносран пуçăнса 10 çул хушши финансласа тăрĕ. 2000 тенкĕрен 12000 тенкĕ таран хывнă взноссене икшер хут ÿстерсе пырĕ. Программăна кĕрес текенсен 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕн-чен кая юлмасăр укçа куçарма тытăнмалла.

– Хăçан «ĕçлеме» тытăннă-ха Программа;

– Ку Программăпа усă курас текенсенчен заявленисем 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче йышăнма пуçăннă. Граждансемпе ĕç паракансенчен взноссене вара 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса йышăнаççĕ. 2009 çулхи взноссене патшалăх 2010 çулта финансланă. 2010 çулта куçарнă взноссене вара патшалăх 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта финансланă. Асăннă Программăна Раççейре пурăнакан 4 миллион çын ытла кĕнĕ ĕнтĕ. 2010 çулта Программа участникĕсем хывнă сумма 3,5 миллиард тенкĕ урлă каçнă, икĕ çул хушшинче вăл 6 миллиард тенкĕ ытла пулнă.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика