23 июля 2011 г.
Ямăтти пыра ларать
Редакцине килнĕ çыруран. «Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Москакасси тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансен килĕсенчен нумай япала «ураланни» пирки сăмах-юмах çÿрерĕ... «Асамçăсене» тытнă тенине те илтнĕччĕ. Вĕсем тĕлĕшпе суд пулнă-и; Пулнă пулсан çав «хастарсене» мĕнле явап тыттарнă-ши? Çак «ентешсем» тĕлĕшпе суд приговорĕ пур пулсан «Çĕнтерÿ ялавĕ» те пулин хурав парайрать-ши?
Ял тăрăхĕнче пурăнакансем.
Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен чун ыратăвĕпе шалти ĕçсен пайĕнчи следстви уйрăмĕнче ĕçлекен юстици капитанне П.В. Павлова паллаштартăм. Павел Валерьевич нумай кĕттермерĕ:
– Хаçат вулакансем хускатнă ыйту тĕрĕс пулнине палăртатăп. Вĕсем пăшăрханнă пекех кăçалхи кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче çак ял тăрăхĕнчи ялсенче уйрăм çынсен килти хушма хуçалăхĕсенчен япаласем çухалнă тĕслĕхсем çине-çинех пулчĕç. Вăрă хăйĕн хыççăн ятне çырса хăвармасть. Çапла вара вĕсене тÿрĕ çул çине кăларассипе, саккун умĕнче явап тыттарассипе пирĕн те самаях вăй хумалла пулчĕ.
Вĕренĕн, темĕн чухлĕ явăнсан та, вĕçĕ пулатех. Москакасси тăрăхĕнчи çĕрлехи кĕтмен хăнасем те саккун серепине çакланчĕç-çакланчĕçех. Следстви ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн вĕсем тĕлĕшпе çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче суд пулчĕ. Унта çак куна хатĕрленнĕ ушкăнăн «маршручĕ» çапларах йĕркеленни курăнчĕ.
Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче 22 сехет иртсен çул çитмен Р-на ертсе унччен те судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ, Уйкас Хачăкра çуралса ÿснĕ 23 çулхи Д. Шатров хăйсем хушшинче килĕшсе татăлса çак ялти А. Столяровăн лаççинчи пурлăха вăрласа пуяс шутпах металл пăрăхпа алăк çĕмĕрсе кĕрсе 30 тенкĕлĕх гайка çăрисене 3 штук тата 150 тенкĕлĕх плоскогубцы йăкăртса тухаççĕ. Тÿрĕ çултан пăрăннăскерсем хăйсем хушшинче калаçса татăлнипех тепĕр çур сехетрен саккуна пăссах А. Столяровăн пурăнмалли çурт кухнине кĕрсе 18 тенкĕ тăракан «Балканская звезда» сигарета йăкăртма тĕв тăваççĕ. Анчах кухньăра сигарет пулманнипе вĕсен çак план пурнăçа кĕреймест.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче 1 сехет иртсен. Пĕрре саккуна пăсса курнă Р. çамрăкпа аслă юлташĕ Мăрсакри В. Поликарпов хуçалăхĕнчен алăк çĕмĕрсе кĕрсе 39 тенкĕ укçан, кĕсье телефонĕн 150 тенкĕ тăракан заряд устройствине, 80 тенкĕлĕх хунар, 3400 тенкĕ тăракан DVD проигрыватель йăкăртса тухаççĕ.
Тепĕр тăватă кунтан – нарăсăн 24-мĕшĕнче 20 сехет иртсен – ют пурлăха хапсăнма хăнăхнăскерсем Ф. çамрăка явăçтарса ку хутĕнче алăкăн çăра уççипе Москакассинчи В. Купцовăн путвалĕнчен кĕленчи 125 тенкĕ тăракан «Зеленая марка» шурă эрехе 9 кĕленче, 120 тенкĕ тăракан «Российское шампанское» эрехе 4 кĕленче «хĕстерсе» тухаççĕ.
Талăкран – нарăсăн 25-мĕшĕнче 20 сехет иртсен – çак ушкăнах юлашки хутĕнче тĕлленĕ «лавккана» тепĕр хут кĕрсе тухать. Ку хутĕнче 125 тенкĕ тăракан «Зеленая марка» шурă эрехĕн 42 кĕленчи, 120 тенкĕ тăракан «Российское шампанское» эрехĕн 8 кĕленчи, 120 тенкĕ тăракан «Родник Сибири» шампанскин 6 кĕленчи тата пĕр килограмĕ 32 тенкĕ пулнă 30 килограмм çĕр улми «кĕтмен хăнасен» харпăрлăхне куçать.
Следстви вăхăтĕнче çак ушкăн йĕркене пăснă тĕслĕхсем йăлтах çиеле тухрĕç. Судра та вĕсем хăйсен айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕç.
Район сучĕ çул çитмен Р-на Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 73-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарчĕ. Суд Ф. çамрăка саккуна пăсса тунă «ĕçĕсемшĕн» Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 88-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче пăхнă пек 60 сехет ĕçлесе юсанмалла турĕ. Çул çитмен çамрăксене тÿрĕ çултан пăрнăшăн ĕçлемесĕрех хырăма тутă усрас текен 23 çулхи Д. Шатровăн 2 çул кирпĕч шутламалла пулса тухрĕ.
Çак тĕслĕх çамрăксене аслисем хĕтĕртнипе кÿршĕри пахчана кĕриччен çиччĕ виçсе пăхмалли пирки калать. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕсен те ачисемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттересчĕ. Кая юлсан каю шăтнине пурте куратпăр.
А. БЕЛОВ калаçнă.