23 июля 2011 г.
Пурăнас тесех тăрăшаççĕ
Иртнĕ юн кун пирĕн республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн района Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьминов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килчĕ. Вĕсем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕпе В.А. Калининпа тĕл пулчĕç. Унтан хăнасем, 2 ушкăна пайланса, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле районти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пулчĕç, вĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Алексей Николаевич район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕпе В.А. Калининпа пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе, çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен организацисен специалисчĕсемпе ирттернĕ канашлу ĕçне хутшăнчĕ. Унтан Оринин ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Иккĕмĕш ушкăн Çатракасси ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунти вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсем пыратчĕç. Унăн ертÿçи В.А. Прокопьев юсав ĕçĕсемпе кăмăллă. Иртнĕ çул кунта ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа тумалли программăпа килĕшÿллĕн шкул çивиттине çĕнĕрен тунă.
Учительсемпе шкул ачисем шкул çумĕнчи лаптăк çинче пахча çимĕç çитĕнтерсе илеççĕ.
Çатракассинчи ФАП-ра пулса курнипе те кăмăллă юлчĕç хăнасем. Кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн питĕ хăтлă. Л.М. Григорьева фельдшер ĕçĕпе те ял халăхĕ кăмăллă.
– Кунта кашни çын хăйĕн ыратăвĕпе килет. Вĕсем çинчен манса кайччăр пирĕн патран кайнă чух тесе тăрăшатăп, – тет вăл.
Кашмашри Культура çуртне çитсе килнĕ хыççăн информаци ушкăнĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.П. Александровпа пĕрле кунти объектсене çитсе курчĕç.
Шетмĕпуç шкул картишне пырса кĕрсенех илемлĕ чечек лаптăкĕсем чуна уçаççĕ. Кунти садра та, пахчара та шкул столовăйне валли çеç мар, сутмалăх та пулать иккен пахча çимĕçпе улма-çырла. – Кăçал спортзала тĕпренех юсарăмăр. Халь вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçлатпăр, – каласа парать шкул директорĕ А.В. Степанова.
Антонина Владимировна кăмăллă коллектив ĕçĕпе. Чăннипех те пултаруллă учительсем, воспитательсем ĕçлеççĕ кунта. Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсен пÿлĕмĕнчи чÿрече каррисене хальхи стильпе хăйсемех питĕ хитре çĕлесе çакнă. Садик ертÿçи С.Н. Димитриева, ытти воспитательсем тăрăшнипех кăçал кунти воспитанниксем интеллект вăййипе ирттернĕ районти конкурсра çĕнтернĕ.
Шкула хăт кĕртес тĕлĕшпе, Çатракассинчи пекех, кунти учительсем, техперсонал хăйсемех тăрăшаççĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен В.И. Алексеева вара 2 хута хăпарнă çĕрти стенасене юмах тĕнчине куç-арнă. Куç илмелле мар хитре ÿкерчĕксем тунă.
Шетмĕпуçсен пуçне ыраттаракан ыйту хальлĕхе пур, шкул çивиттине улăштармалла. Çитес çул ку ыйтăва татса парасса шанаççĕ вĕсем.
Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче те ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетмелли, сиплемелли пĕтĕм услови пур. 4 вырăнлă кăнтăрлахи стационар ĕçлет.
– Ирхине килеççĕ çынсем. Сиплев процедурисем хыççăн вĕсем уя васкаççĕ-çке, – тет пĕтĕмĕшле практика врачĕ Э.В. Петрова.
Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Тивĕшри клубра, магазинта, библиотекăра пулчĕ.
Л. ПАВЛОВА.