23 июля 2011 г.
Наци ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк
Путин Пĕтĕм Раççей халăх фронтĕнче наци ĕçĕсен платформине, правительствăра вара унăн ведомствине йĕркелет
Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн лидерĕ Владимир Путин ытлари кун тĕн тата общество организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. «Раççейре нацисем хушшинчи хирĕç тăрусем пулмалла мар,– тенĕ Путин.– Ун пекки пулас пулсан вара çакă çĕр-шыв малашлăхĕшĕн питех те тÿнтер витĕм кÿрĕ.
Путин çапла пĕлтернĕ. Çывăх вăхăтрах правительство аппаратĕнче çакăн йышши проблемăсене татса парассипе ятарлă структура туса хума пăхнă. Раççее ытти çĕртен пурăнма килекенсем саккунпа тата обществăлла мораль тĕлĕшпе хÿтлĕхе тивĕç. Анчах та хăйсен те çĕнĕ вырăнти йăла-йĕркесене, чĕлхипе культурине хисеплемелле. «Пурте вĕсем хăйсене Раççейăн тулли праваллă гражданĕсем пек туйччăр»,– пĕлтернĕ Путин.
Раççей – нумай нациллĕ çĕр-шыв. Унăн территорийĕнче 180 халăхпа этнос пурăнать. Пурин те вĕсен пĕр çĕр-шыв кăна – Раççей. Çавăнпа та нацисем хушшинчи хутшăнусене тĕрĕс йĕркелесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
«Эпир пухăннă çак площадкăн – Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн – тивĕçĕ халăхсен наци хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсене пур енлĕн курса тăрса пурин ыйтăвĕсене те шута илсе кашниншĕнех юрăхлă татса парасси пулса тăрать»,– палăртнă Путин.
«REGNUM» информаци агентстви.