23 июля 2011 г.
Çĕр ĕçĕ кулленхи тимлĕх ыйтать
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата ял тăрăхĕсенче «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă Саккуна пăхса тухассипе анлă канашлу иртрĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ 169-мĕш номерлĕ саккуна пăхса тухма, пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллашма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата вырăнсенче çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç.
Асăннă кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май канашлу ĕçне Чăваш Республикипе ĕçлекен «Кадастр палати» федераллă бюджет учрежденийĕн директорĕн çумĕпе Н.Н. Александровăпа пĕрле Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьминов хутшăнчĕ.
Алексей Николаевич пухăннисене республикăра выльăх апачĕ хатĕрлессипе тата вырмана хатĕрленессипе ĕçсем епле пыни çинчен каласа пачĕ. Унăн сăмахĕнче ĕç тата пушар хăрушсăрлăхĕ, вĕсене пăхăнассипе туса ирттермелли ĕçсем тĕп вырăнта пулчĕç. «Пушартан сыхланассипе ăнлантару ĕçĕсем ирттересси ял тăрăхĕсен ĕçĕнче кулленех малти вырăнта пулмалла. Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пуласси пирки те ял çыннисене пĕлтерсех тăмалла», – терĕ вăл республикăра пулнă инкексемпе паллаштарнă май.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче çĕр хуçисене палăртса хăварассипе тата вĕсене çирĕплетсе парассипе ĕçсем пыраççĕ. Нина Николаевна Александрова шăпах çак ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл канашлăва пухăннисене малтанах çĕр участокĕсем йĕркелеме пуçламăш документсем тăратнă чухнехи ыйтусем çинчен туллин каласа пачĕ. Хăй каланисене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтура калаçу çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне тăратма администрацисен архивĕсенчен документсем хатĕрлесе парасси çинчен пулчĕ.
Семинар-канашлу калаçу йĕркипе иртрĕ. Хăйсене хумхантаракан ыйтусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи специалистсем нумай çĕклерĕç. Кашни ыйтăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулин те пурин çине те тулли хурав пулчĕ.
А. БЕЛОВ.