23 июля 2011 г.
Ача амăшĕн капиталĕпе усă курса
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхне О.Н. АЛЕКСЕЕВĂНА районта, çавăн пекех танлаштарса пăхма республикăра та çак вăхăта ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси епле пулса пыни пирки каласа пама ыйтрăмăр.
Муркаш районĕнчи 270 çемье, республикипе вара 10 пин ытла çемье ача амăшĕн капиталĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме Пенси фончĕ 2009 çултан тытăнса 3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Районта та, республикăра та ытларахăшĕ ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе çурт-йĕр, хваттер туянма илнĕ кредитсене саплаштарма усă курма тăрăшать. Ача миçе çултине пăхмасăрах районĕпе çак тĕллевпе 227 çемье 59,3 миллион тенкĕ, республикипе 9 пин ытла çемье 2,8 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Районти 39 çемье вара (республикипе 1000 çемье ытла) ача 3 çул тултарсан пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Районта çурт-йĕр туянма 19 заявлени йышăннă, республикипе – 758 заявлени. Пая кĕрсе çурт-йĕр тума республикипе 41 заявлени панă, строительство организацине тара тытса харпăр хăйĕн çуртне тума республикипе – 11 заявлени.
Халĕ ача амăшĕн капиталĕпе усă курса çурт-йĕр тунă е реконструкциленĕ чухне ятарлă строительство организацине йышăнмасан та юрать. Туса пĕтернĕ çурт-йĕршĕн кайнă тăкаксене саплаштарма та юрать. Ку тĕлĕшпе 2010 çулхи декабрь уйăхĕнче законодательствăна улшăнусем кĕртнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 10 (республикипе 178) çын çурт-йĕр тума, 6 çын (110) реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама подрядчик тытма килĕшмен. Районĕпе 4-ăн (республикипе 91) туса пĕтернĕ çуртшăн кайнă тăкаксене саплаштарма заявленисем çырса панă.
Ача амăшĕн капиталĕпе ачисене вĕрентес текенсем те çук мар. 4 çемье ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, колледжсенче тата техникумсенче вĕрентнĕшĕн 135,9 пин тенкĕ уйăрнă. Ача амăшĕн капиталне амăшĕн пухăнакан пенсийĕ валли хывас текенсем хальлĕхе çук.