Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир шăл тасатма пĕлетĕр-и?

23 июля 2011 г.

Эсир шăл тасатма пĕлетĕр-и?

Çак ыйтăва çамрăка е тата аслă ÿсĕмри çынна хуравлама ыйтсан вĕсем паллах тĕлĕнĕç: «Мĕн пĕлмелли пултăр-ха унта; Шăл тасатмалли щетка çине паста хур та тасат». Анчах та çамрăксемпе ачасен 88 проценчĕ е тата тĕлĕнмеллерех – ашшĕ-амăшĕсен 87 проценчĕ таранах шăлсене тĕрĕс тасатма пĕлменни паллă. Хăшĕсем вара – ачасен 7 проценчĕ тата ашшĕ-амăшĕсен 9 проценчĕ – пачах та шăлсене пăхса тăмаççĕ!

Çакă пĕтĕмпех – ачаранах гигиена тасалăхĕ пирки вĕренсе пыманнинче. Тĕрĕсрех каласан – вĕрентменнинче. Шăлсене пăхса тăма ачасене 2–3 çултанах вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла.

Кариес пуçланассин хăрушлăхĕ ытларах шăл çинче пухăнакан микробсенче. Вĕсем эмале тата шăл тĕпне пысăк сиен кÿреççĕ.

Шăл çинчи тусана (налет) пĕтерес тесен шăлсене кунне иккĕ тасатмалла: ирпе апатланнă хыççăн тата каçпа çывăрас умĕн, 3–4 минут. Мĕнле май килнĕ çапла мар, шăлсене пур енчен те тĕплĕн тасатмалла. Щеткăпа шăл çинче çаврака тунă евĕр хусканусемпе шăлса тасатнă пек тасатмалла. Шăл тасатнă чухнех унăн тунисене те сăтăрса çемçетме манмалла мар. Чĕлхене те тасатмалла. Апатланнă хыççăн кашнинчех çăвара шывпа чÿхесе илмелле, шăл хушшине юлнă апат юлашкийĕсене шăл шăрпăкĕпе (булавкăпа, йĕппе е ытти япалапа мар!) кăлармалла.

Шăл тасатмалли щеткăна виçĕ уйăхран улăштарса тăмалла. Щеткăн тасатмалли пайĕ пысăк пулмалла мар. Щетка çинчи синтетикăран хатĕрленĕ шăртсем те ытла хытă ан пулччăр тата вĕсен вĕçĕсем çавра пулмалла.

Шăлсем мĕнле пуласси апатланнинчен те нумай килет. Кариес сахăр мĕн чухлĕ тата тăтăш çинине тÿрремĕнех пăхăнса тăрать. Пылак апатăн юлашкийĕсем шăл çинче 35–40 минут тытăнса тăнă хыççăн уйрăмах пысăк сиен кÿреççĕ.

Çапла ан пултăр тесен виçĕ правило асра тытмалла тата вĕсене пăхăнмалла.

Пĕрремĕшĕ: çывăрас умĕн пылак ан çийĕр. Иккĕмĕшĕ: ирхи, кăнтăрлахи тата каçхи апатлану хушшинче канфет е пирожнăй ан çийĕр, вĕсем вырăнне кишĕр кăшласан лайăхрах. Виççĕмĕшĕ: апатланнă хыççăн та пылак çимĕç мар, пан улми, апельсин, грейпфрут е кишĕр çийĕр. Пахча çимĕçпе улма-çырла çăвара пылак апат-çимĕç юлашкийĕнчен тасатма пулашаççĕ.

Ачаранпах пирĕн организмри чăмламалли аппарата активлă ĕçлеттерекен çимĕç çиме тăрăшмалла. Хăшĕсем чăмлама ÿркенеççĕ: çăкăрăн хытă пайне çимеççĕ, çемçине çеç, тураса вакланă какай таткисене мар, авăртнă какай çиме тăрăшаççĕ тата ыттине те. Çапла майпа чăмлама пулăшакан мышцăсем хăйсен пур вăйĕпе ĕçлемеççĕ. Вĕсен чирсемпе кĕрешес вăйĕ те пĕтсе пырать. Чăмлама ÿркенни ачасем пÿрне е чĕлхе ĕмнипе, чĕрне кăшланипе, тутана çулланипе, пĕчĕк чухне пĕрмай пустышка ĕмнипе палăрать. Çакă вара янах шăммине тĕрĕс мар аталантарать, шăлсем те йĕркеллĕ ÿсмеççĕ, шăл тымарĕсем те хавшаççĕ. Çавăнпа та ачасене пĕчĕкренех гигиена тасалăхне хăнăхтармалла, сиенлĕ йăласемсĕр пурăнма вĕрентмелле.

Аслисем пирки калас пулсан вĕсем эрех-сăра ĕçни тата пирус туртни шăл, шăл тымарĕсем тата çăварти лăймака сийĕ çинче питĕ витĕмлĕ палăрса тăраççĕ. Çакăн пек çынсен шăл çинче тĕксĕм тусан (налет) пухăнать. Вăл çăмăллăнах кариес пуçарать. Апла пулсан шăлсем сывă пуласси эпир мĕнле пурăннинчен те нумай килет.

В. ПАВЛОВА,

ача-пăча стоматолог врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика