Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăха мĕнле чăтса ирттермелле?

23 июля 2011 г.

Шăрăха мĕнле чăтса ирттермелле?

Çитес кунсенче синоптиксем шăрăх çанталăк пулассине пĕлтереççĕ. Вĕсен пĕлтерĕвне шута илсе шăрăхпа мĕнле «туслашмаллине» те тишкерер-ха.

Килте

Чÿречесем çине çутă тĕслĕ штора çакмалла. Кантăксене апат-çимĕç хатĕрлемелли фольгапа çыпăçтармалла е халĕ тата чÿрече кантăкĕ валли ятарлă фольга та сутаççĕ.

Сутура «климат-контроллĕ» чÿречесем те пур. Чÿречесене улăштарас тетĕр пулсан çавсене туянăр. Вĕсем çулла ытлашши ăшă кĕртмеççĕ, хĕлле вара пÿлĕмри ăшша аван тытаççĕ.

Пÿлĕмсене ирпе тата каçпа уçăлтарăр. Ун чухне сывлăш уçăрах. Кăнтăрла вара хупă тытăр.

Пÿрт урайĕ çинчи кавир-палассене пуçтарса хурăр. Килте çара уран çÿреме пултаратăр.

Пÿлĕмре пăчă ан пултăр тесе нÿрĕ япаласем типĕтме çакăр е шыв тултарнă савăт лартрăр пулсан та асăрханмалла. Ытла нÿрĕ сывлăша пирĕн организм шăрăхран япăхрах чăтса ирттерет.

Ирпе вырăн таврашне хывса илсе хутаçпа холодильника хума та пултаратăр. Çывăрас умĕн кăларса сармалла та канлĕ çывăрма выртмалла çеç. Темĕнле шăрăх пулсан та çÿхе çивиттипе витĕнмеллех.

Урамра

Шăрăх çанталăкра ирпе сивĕрех шывпа çăвăнмалла. Çăвăннă хыççăн шăлăнмалла мар. Шыв тумламĕсем ÿт çинче типчĕр.

Ирхи апат çăмăл пулмалла. Улма-çырла, пахча çимĕç, çусăр сĕт продукчĕсем, çăмарта, сĕлĕ пăтти, сивĕ (сивĕнни мар, рецептпа сивĕ яшка шутне кĕреççĕ) яшкасем çиме тăрăшмалла.

Ытларах ĕçмелле. Кĕлеткене кура кунне 2–3 литр шыв ĕçмелле. Шыв ĕçнĕ чух унта пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ чухлĕ лимон сĕткенне хушăр. Шăрăхра симĕс чей, уйран, клюква çырлинчен хатĕрленĕ морс, лимон сĕткенĕпе хутăштарнă шыв тата типĕтнĕ улма-çырла ярса вĕретнĕ компот ĕçме сĕнеççĕ. Сивĕтнĕ пылак напитоксемпе тата сăрапа ан иртĕхĕр. Вĕсем калорипе пуян, çавăнпа та шăрăхра организма çавăн чухлĕ калорие пăрахăçлама йывăр пулать. Кваспа мороженăй пирки те çакнах каламалла.

Çи-пуç (синтетика материалĕнчен çĕлени мар!) ÿт çумне çыпăçса ан тăтăр. Хул пуççисем уçă пулсан çÿхе тутăр е шарф хума та пулать. Шĕлепке тăхăнни вырăнлă.

Хĕвелтен хÿтĕлекен лайăх куçлăх туянăр.

ĔÇ вырăнĔнче

Раççейри офис çурчĕсем, уйрăмах патшалăх учрежденийĕсем, уçă сывлăш çитменнипе тата унта пăчă пулнипе палăрса тăраççĕ. Ытларах чух офиссенче урайĕнче ларакан пĕр-икĕ вентилятор çеç курма пулать. Çакна вырăнти электросете пырса тивекен ĕç тиевĕпе çыхăнтараççĕ.

Врачсем вара пăчă пÿлĕмре ĕçлекенĕн ĕçлеме пултараслăхĕ 10–15 процент чакнине калаççĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăх вăхăтра та акă (ыйтăмсем тăрăх) ĕç паракансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çеç ĕç пÿлĕмĕсенче кондиционер е вентилятор вырнаçтарнă.

Раççей Федерацийĕнче çирĕплетнĕ санитари правилисемпе нормисенче вара производство пÿлĕ-мĕсенчи микроклиматăн гигиена тĕлĕшĕнчи требованийĕсем пирки те уйрăммăн çырса пани пур (СанПин 2.2.4.548-96). Унта çырса панипе килĕшÿллĕн çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче ĕç пÿлĕмĕнчи сывлăш температури 18–25 градуспа танлашмалла, 15–28 градус – юрать. Термометр 29 градусран ăшăрах кăтартать пулсан ĕç кунĕ пĕр сехет кĕскелмелле, 30 градус – икĕ сехет... Анчах та Ĕç кодексĕн 379 статйине шута илсе ку ыйтупа сирĕн маларах ĕç паракан патне тухмалла (коллективпа лайăхрах та).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика