Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такси водителĕсен ĕçне саккунпа çирĕплетеççĕ

20 июля 2011 г.

Такси водителĕсен ĕçне саккунпа çирĕплетеççĕ

Такси мĕнле йĕркепе ĕçлет? Такси водителĕсем рейса тухас умĕнхи медицина тĕрĕслевне ирттереççĕ-и? Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти таксипе усă куракансемшĕн çак тата ытти нумай ыйту кăсăклă, çав хушăрах хуравсăр юлать.

ĕшĕнчен вара Раççей Федерацийĕн 69-мĕш Федераллă саккунти («Раççей Федерацийĕн саккун кăларакан уйрăм актсене улшăнусем кĕртесси çинчен») 9 статья вăя кĕрет. Апла уçăмлăхсем куç умĕнчех.

Унти хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăрар.

Малтанах çăмăл машина таксипе пассажирсене тата багаж турттарма юридици çыннин е уйрăм предпринимателĕн ятарлă ирĕк пулмаллине каласа хăвармалла. Çак ирĕке (ăна 5 çултан сахал мар вăхăта параççĕ) кашни транспорт хатĕрĕ валли илмелле. Документра транспорт çинчен те, транспорт хуçи çинчен те çырса кăтартаççĕ.

Должноçри çынсемпе ятарлă орган представителĕсем кăна мар, пассажир та водителе çак ирĕк пуррине çирĕплетекен хута кăтартма ыйтма пултарать. Апла пулсан транспортпа пассажирсене турттарма ирĕк паракан хута машинăра тытмалла. Кунсăр пуçне тата транспортпа пассажирсене турттарма ирĕк илнисен реестрĕ ĕç тăвакан влаçăн полномочи панă органăн официаллă сайтĕнче те пулмалла.

Такси ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртса вĕсене пĕтерме ыйтнине хуçан пĕр уйăхра пĕтермелле. Çитменлĕхсене вăхăтра пĕтермесен полномочи панă орган такси ĕçне вăхăтлăх чарса лартма пултарать. Кун пирки сайтра вырнаçтарнă реестрта та паллă пулмалла. Саккунлă требованисене тивĕçтермен самантсене каярах тата тупса палăртсан, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтермесен тата ытти хăш-пĕр лару-тăру пулсан суд йышăнăвĕпе транспортпа пассажирсене турттарас ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Саккуна кĕртнĕ улшăнусем пассажирсен хăрушсăрлăхне шута илнипе те çыхăннă. Сăмахран такси машинине кашни çур çулта пĕрре техосмотр тăратмалла, такси водителĕн стажĕ 3 çултан сахал мар (çакна çирĕплетекен документ пулмалла) е водителĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 5 çултан сахал мар пулмалла. Такси водителĕн рейса тухас умĕн медицина тĕрĕслевне тумаллине те çирĕплетнĕ.

Такси ĕçне çулсерен план майĕпе тĕрĕслесе тăрассине те, планламан тĕрĕслевсене хăш лару-тăрура туса ирттермеллине те çырса панă.

Çапла майпа сентябрьтен пуçласа пирĕн районти пассажирсене турттаракан çăмăл машина таксисем те йĕркелĕхе çирĕп пăхăнасса шанас килет. Водительсен вара Раççей Федерацийĕн 69-мĕш Федераллă саккунăн вăя кĕрекен 9 статйипе паллашмалла.

С. Иванов,

районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика