20 июля 2011 г.
Хĕсметри шăхăша пурнăçа кĕртнĕскер
Чăннипех пултаруллă та хастар çамрăксем пирĕн районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри – эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Андрей Владиславович Петров уйрăм предприниматель. Мăн Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕскер хăйĕн ĕçне те тăван вырăнтах пуçлама шутланă. Маларах вара Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, çара кайса килнĕ.
Шăпах Екатеринбургра хĕсметре тăнă чухне хăйне килĕшекен, çав вăхăтрах тупăш илме май паракан ĕç пуçарас шухăш çуралнă та Андрейăн. Паян вара çамрăк предпринимателĕн хăйĕн Интернет-лавкки. Вăл шăхăшласа тупнă, ăсталанă креативлă сехетсем Раççейĕпех саланаççĕ.
«Ура çине тăма пуçланă май пушă вăхăт та пур. Эпĕ собриологи наукипе интересленетĕп. Çапла вара шкулсенче урăлăх пирки хаваспах лекцисем вулатăп», – тет активлă пурăнма хăнăхнă çамрăк.
Н. НИКОЛАЕВА.