Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пуçарас текенсене пулăшма май пур

20 июля 2011 г.

Ĕç пуçарас текенсене пулăшма май пур

Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирессипе республикăра кăçал та тĕллевлĕ программа ĕçлет. Унăн пĕр енĕпе Муркашсем уйрăмах кăсăкланаççĕ: ĕçсĕр граждансене ĕç пуçарса яма пулăшассипе тата хавхалантарассипе. Çак программăра палăртса хăварнă тăрăх ĕçсĕр гражданин районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕç тупма май килмесен шăпах хăйĕн ĕçне пуçарма тата ĕçсĕррисем валли ĕç вырăнĕ тупса пама пултарать.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ĕç пуçарас текенсен бизнес-планĕсене тата вĕсене экономикăпа техника тĕлĕшĕнчен тишкерсе хак пама ятарлă ĕç комиссийĕ тăватă лару ирттерчĕ. Комисси йышĕнче район администрацийĕн тĕрлĕ сферăри специалисчĕсем кăна мар, налук органĕсен ĕçченĕ те, профсоюз организацийĕн представителĕ те пур.

Кăçал çак субсидие – 58800 тенкĕне – 51 гражданин тивĕçрĕ, вĕсен шутĕнчен иккĕшĕ ĕçсĕр гражданин валли ĕç вырăнĕ тупса панăран хушма субсидие тивĕçрĕç. Катькас ял тăрăхĕнчи О. Любимов çĕвĕ изделийĕсене туса кăларассипе ĕç пуçарчĕ. Кунта ĕçсĕр пĕр çын валли ĕç вырăнĕ пулчĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Б. Семенов мăйракаллă шултра выльăх тата пыл хурчĕ ĕрчетессипе хăйĕн бизнес-планне хатĕрленĕччĕ. Ун патĕнче те пĕр ĕçсĕр çынна ĕç вырăнĕ тупса пама май килчĕ.

Малтанхи çулсене тишкерес пулсан 2009 çулта субсидие 35 çынна панăччĕ, 2010 çулта ăна районти 93 çын тивĕçрĕ, вĕсенчен пĕри – хушма субсидие те.

Ĕç пуçарас текенсенчен ытларахăшĕ ял хуçалăх сферине суйласа илет: мăйракаллă шултра выльăх, кайăк-кĕшĕк, кролик ĕрчетме, пахча çимĕç ÿстерме тата ытти те. Çулсерен ку кăтарту вăтамран 80 процентпа танлашать.

Ĕç пуçаракансем автотранспорта техника енчен пăхса тăрассине тата юсассине те, çĕвĕ изделийĕсем туса кăларассине те, атă-пушмак юсассине те суйласа илеççĕ.

Программăра инвалид çынсене ĕçпе тивĕçтерессине те палăртса хăварнă. Кăçал хăй тĕллĕн ĕç пуçарнисенчен иккĕшĕ – инвалид.

Республика программи ĕçленĕрен хамăрăн тăрăхри çынсене ĕç пуçарма пулăшса районти ĕçсĕрлĕх шайне пысăк хăвăртлăхпа ÿсессинчен сыхласа хăварма май килет.

И. Димитриева,

районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика