Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнĕ тыр-пул кĕтетпĕр»

20 июля 2011 г.

«Çĕнĕ тыр-пул кĕтетпĕр»

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕп вăй паян выльăх апачĕ янтăлассипе çыхăннă. Апла пулин та çĕр ĕçченĕ агротехникăна пăхăнасси пуш сăмах маррине курса ыранхи куна та пăхса ĕçлет.

Юлашки вăхăтри шăрăх кунсене кура выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшакан хресчен хирсенчи тулли пучахлă тыр-пул пиçсе çитме пуçланине те куçран вĕçертмест. Ăнса пулнă хирти тырă-пулăна йăлтах кĕлете кĕртесчĕ. Çапла вара кăçалхи вырмара районти çĕр ĕçченĕн ĕç калăпăшĕ пысăкки яр уççăнах курăнать. Кунта вырмана тĕплĕн хатĕрленни, технологие пăхăнса тирпейлĕ ĕçлени – çухатусене май пур таран пĕчĕклетмелли çул-йĕр.

Халĕ каланине Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулсан та тĕл пултăм. Пĕр ĕçе тепринпе ăста çыхăнтарса пыракан ял ĕçченĕ симĕс ĕç çирен пăрăнмасăрах вырмана хатĕрленессине кун йĕркине кĕртнĕ.

– Утă уйăхĕн çурринчен иртрĕмĕр те вырма алăкран шакканине илтетпĕр. Çак кун кĕтмен-туман çĕртен çитнĕ пек ан пултăр тесе «хир карапне» юсама пуçларăм ĕнтĕ. Техника çĕнĕрех пулсан та ĕç тăвакан узелсене тытса пăхмасăрах хире тухайрас çук. Ĕçе йĕркеллĕ хатĕрленĕ техникăпа хирте те шанчăклăрах, – терĕ Болеслав Никитин комбайнер. Ытти çулсенче те районта ырă тĕслĕх кăтартнă механизатор кăçал та япăх мар ĕçлессе шанас килет.

Пушă ларакан сарай патĕнче çынсем тăрмашнине курса унта çитрĕм. Евгений Илларионов, Николай Иванов, Раиса Илларионова, Анатолий Илларионов ĕçченсем  сарайĕнчи урайне бетон сарассипе тимлетчĕç.

– Вырма кунсерен çывхарнине шута илсе ăна тĕплĕн кĕтсе илессипе ĕçлетпĕр. Çĕнĕ тырă валли юсаса хатĕрленĕ склад пулĕ, – ĕçрен уйрăлмасăрах калаçать Евгений Алексеевич Илларионов.

Çак ĕçченсенчен пăрăнсан сарайĕнчех кинемее тĕл пултăм. Хуçалăхра хăй вăхăтĕнче 10 çул тракторпа ĕçленĕ, нумай хушă сысна амисем патĕнче вăй хунă 81 çулхи Агафа Васильевна Степанова та  паян килте лараймасть. «Вырма çывхарать те килте ларма чун чăтмасть. Кашни çын шутра пулнă чух хамăн вăй çитнĕ чухлĕ пулăшас тетĕп», – терĕ вăл хăй сарайĕнчи çÿп-çапа шăлнă май.

Ыранхи куна пăхса ĕçлекенсем пулчĕç ман умра. Кунсерен çывхаракан вырма Исетерккĕсемшĕн кĕтмен-туман çĕртен пулмĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика