Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уншăн Сурăм тăрăхĕнчен хакли çук

20 июля 2011 г.

Уншăн Сурăм тăрăхĕнчен хакли çук

Платон Павлович Давыдов пирки нумай калама пулать. Анчах уйрăммăнах пĕр енне палăртар. Вăл нихăçан та производствăпа çеç çырлахман, паянхи пек каласан, социаллă инфраструктурăна аталантарассипе те нумай тăрăшнă. Пуринчен малтан асфальт çулсем тунă, хуçалăхри ялсене газ кĕртсе пĕтернĕ, культура объекчĕсем çĕкленĕ. Çав хушăрах унăн производствăри кăтартăвĕсем те чи лайăххисем пулнă.

Халĕ сăмах – районта 17 çул ĕçленĕ, район шайĕнче тĕп зоотехникран пуçласа райĕçтăвком председательне çитнĕ, хыççăн Етĕрне районне 13 çул ытла ăнăçлă ертсе пынă Л.С. Софронова:

– Платон Павлович яланах новатор пулнă. Ялан вăл малта пыракан опыта алла илме тăрăшнă. Наукăри çĕнĕлĕхсене тишкернĕ, вĕреннĕ, пурнăçа кĕртнĕ. Эпĕ сăмаха вăл Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăха ертсе пынă тапхăртан пуçласах калатăп. Платон Павлович Раççейри ÿсен-тăран институчĕпе çыхăну тытса пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ÿстерессипе пысăк опыт пухрĕ. Уй-хирсен тухăçлăхне ÿстерессипе, вĕсенчен тупăш илессине пысăклатассипе пысăк ÿсĕмсем турĕ.

Вăл çавăн пекех пурнăç опытне те тĕплĕ сăнанă, çĕр çинче нумай çул ăнăçлă ĕçлекенсенчен вĕреннĕ. «Знамя труда» хуçалăх ертÿçинчен Е.А. Андреевран, «Сеятель» хуçалăх ертÿçинчен С.А. Афанасьевран, Мичурин яч. хис. хуçалăх ертÿçинчен А.П. Петровран вăл лайăххине сахал мар илчĕ.

Акă вăл Уйкас Янасалта 200 пуç ĕне усрамалăх комплекс хута ячĕ. Вăлах сысна амисене çуллахи тапхăрта усрамалли лагерьсем йĕркелерĕ. Кунта çурасем вăй илсе аталанатчĕç.

Платон Павлович культурăпа социаллă объектсем пуçласа тăвассипе те палăрчĕ. Халĕ Ваçкассинче ларакан кермене вăл тума пуçланă. Ăна 1984 çулта И.Я. Горшкова ертÿçĕре ĕçленĕ чухне хута ячĕç. Халĕ кунта вĕрентÿпе культура центрĕ вырнаçнă.

Манăн Муркаш – Уйкас Янасал çулне тăвассинче Платон Павловичăн тÿпи пысăк пулнине те палăртас килет. Вăл Е.А. Андреевпа пĕр чĕлхе тупма пултарнăран 1977 çулта кунти çула хăпартма пуçларăмăр. Вĕсем Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçипе В.Н. Ивановпа нумай тăрăшрĕç. 1978 çулта çак çула асфальт сартăмăр. 1984 çулта асфальт çул Уйкас Янасала çитрĕ. Паянхи пекех астăватăп, Платон Павловича ултă Т-150 трактор прицепсемпе уйăрса патăмăр. Вĕсем хĕлĕпе Ишлей станцийĕнчен вак чул турттарчĕç. Хастар механизаторсем икшер рейс тума ĕлкĕретчĕç. Хĕлĕпе чул турттарса тултарнăран çулла çул тăвас ĕçсем кал-кал пулса пычĕç.

Платон Павлович Сурăм шывĕ урлă икĕ бетон кĕпер хывнине те палăртмасăр иртме çук.

Сăмаха вĕçлесе çакна та калатăп. Платон Павлович Чулхулари ял хуçалăх институтĕнчен экономиста вĕренсе тухрĕ. Çавăнпа та пулĕ унăн экономика шухăшлавĕ яланах малти ретре пырать.

Çак шăмат кун П.П. Давыдов «Ударник» хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа 30 çул çитет. Ăна çамрăкрах чухне пысăк должноçсем те, чаплăрах вырăнсем те пĕрре мар сĕннĕ. Вăл вара тăван Сурăм тăрăхне нимĕнпе те улăштарман.

А. ТИХОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика