Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй хаклăхĕ – 12 тенкĕ

21 мая 2011 г.

Хăй хаклăхĕ – 12 тенкĕ

Çур аки анлă вăй илнĕ вăхăт. Килти хушма хуçалăхсенче те ака-суха ĕçĕсем тулли хăватпа пыраççĕ. Ял çыннине вара трактористсем çĕр улми ани сухалаттарнăшăн çултан-çул хаклăрах илни пăшăрхантарать. «Мĕнрен йĕркеленет-ха çак хак;» – ыйтаççĕ вĕсем.

Тишкерÿ тусан çакă палăрчĕ. МТЗ-82 тракторпа çĕр сухаламалли ĕç норми: 7 сехетре – 3 га. Тракторпа 1 га çĕр сухалама 23 литр дизтопливо кирлĕ. Пĕр литрне 22 тенкĕ хакпа шутласан ку сумма 506 тенкĕ пулать. 4 разрядлă тракториста 1 га сухалама 200 тенкĕ тÿлемелле. Тракторпа усă курнăшăн 1 га пуçне 50 тенкĕ амортизаци шутлавĕ тумалла. Çаксемсĕр пуçне кашни гектар çĕр сухаланишĕн 400 тенкĕ услам хушмалла.

Маларах илсе кăтартнă шутлавсем йăлтах пĕр гектар çĕр сухалама пăхнă тăкаксем. Пĕр гектаршăн вăл 1156 тенкĕпе танлашать. Ку суммăна соткăсем çине пайласа пăхсан ял çыннин килти хушма хуçалăхри пĕр сотка çĕрне сухаламалли хăй хаклăх 12 тенкĕпе танлашать.

Хушса тата çакна каласа хăвармалла. Ялсенче суха тăвакан трактористсем налук органĕнче учетра тăнине, вĕсем саккунлă техосмотр тухнине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен контроллесе тăрсан аван пулмалла.

Э. СИМАКОВА,

район администрацийĕн экономика

пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика