Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçкине тăпрапа витмелле-и?

21 мая 2011 г.

Çеçкине тăпрапа витмелле-и? 

Манăн пĕлĕш çĕр улми шăтса тухсанах ăна тăпрапа хуплать. Çакă тухăçа ÿстернине пĕлтерет. Сăлтавне тĕплĕнрех ăнлантарса пама май çук-ши?

З. ТИХОНОВА.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ

Çĕр улмине тăпрапа витни чăнах та усă кÿрет. Опытлă пахчаçăсем ăнлантарнă тăрăх кун пек тусан çĕр çемçелет, хурт йышĕ чакать. Çак ĕç çимĕçсем симĕсленесрен, фитофторозран хÿтĕлет тата çĕр улмине тăпрапа витни ир пулакан «иккĕмĕш çăкăра» тăм тивесрен сыхлать. Сивĕсем пирĕн тăрăхра çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕчченех пулма пултараççĕ.

Çĕр улми çеçки 5-6 сантиметр çĕкленсен, ретсем палăрма тытăнсан тăпрапа хуплама юрать. Эрнерен вăл çĕнĕрен шăтса тухать. Сивĕсем иртмесен каллех çĕрпе витме тăрăшăр.

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх çак ĕçе пула çулçăпа туна хушшинчен çĕнĕ тымар тухать. Вăхăт иртсен ун çинче çĕнĕ çимĕçсем чăмăртанаççĕ. Калчана тăпрапа мĕн чухлĕ нумайрах витетпĕр, тымарсем çавăн чухлĕ сийĕн-сийĕн йĕркеленеççĕ. Çĕр улми те нумайрах çитĕнет.

Сирĕн пĕлĕш тĕрĕсех тăвать. Агротехникăн çĕнĕ мелĕ тухăçа та ÿстерет, сивĕрен те хÿтĕлет.

А. ШАРИКОВ, пахчаçă.

Тереç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика