Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черешня лартатпăр

21 мая 2011 г.

Черешня лартатпăр

Паян тĕрлĕ улма-çырла йывăççисемпе пĕрлех черешня та лартма меллĕ вăхăт. Черешня хунавĕ çул çинче кăштах кушса илчĕ пулсан ăна лартиччен 5-6 сехет шывра тытăр.

Черешня тарăн лартнине юратмасть. Паян хунавсене касса кĕскетме юрамасть – кая юлтăмăр. Çитес çуркуннеччен тăхтама тивет. Вăхăт иртнĕçемĕн шалалла ÿсекен туратсене иртмелле пулать. Черешня çинче санитари тасатăвĕ ирттернĕ чух аманнă туратсене иртесси пирки манмалла мар.

Черешньăна кайăк-кĕшĕкрен сыхласси – пахчаçăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри. Ахальтен мар çак йывăçа «кайăк-кĕшĕкĕн чие йывăçĕ» теççĕ. Мĕн кăна вырнаçтармаççĕ пулĕ йывăç çине пахчаçăсем; «Суя» кушаксем те, куç кĕскисемпе фольга хутсем те, елка гирляндисем те, тĕрлĕрен ялавсем те, анчах пурте вĕсем вăхăтлăх кăна. Кайăксем кашни хăрушлăхах хăвăрт хăнăхаççĕ. Çавăнпа та пахчаçăсем паян магазинсенче сутакан сетьсене туянаççĕ. Вĕсем çине кайăксен хуравĕ епле пулĕ – пурăнăпăр, курăпăр.

Л. ФАДЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика