21 мая 2011 г.
Паянхи ыйтусене тишкерчĕç
Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов Ильинка ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Перцев усă курман çĕрсем хальлĕхе 120 гектар пулнине, кĕркунне вĕсене йăлтах кĕр тыррисем акса хăварассине палăртрĕ. Йывăç лартмалли уйăхлăхра Ильинкăсем 500 ытла йывăç лартса хăварчĕç.
Информаци ушкăнĕ çавăн пекех кунти почта уйрăмĕнче, библиотекăра пулчĕ. Унтан Ильинка шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ.
В.П. Димитриев пĕрлехи информаци кунĕн кун йĕрки çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелессине республикăра пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Çакна валли кăçал 285 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. 108 пин ача тĕрлĕрен лагерьсенче канĕ. Муркаш районĕнче кăна çуллахи канăва лагерьсене 1749 вĕренекен кайĕ. Çав шутран 204-шĕ хуласем тулашĕнчи лагерьсенче пулĕç. Кăçал Муркаш районĕнчи ачасене хамăр районти сывлăха çирĕплетмелли «Ильинский» тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни» лагерьсем кĕтеççĕ.
Çуллахи вăхăтра çавăн пекех 14 – 18 çулхи ачасем укçа ĕçлесе илме пултараççĕ. Республикăри 5800 ача 6 млн. та 422 пин тенкĕлĕх илĕ патшалăхăн çак пулăшăвне. Пирĕн районпа вара кăçал çул çитмен 265 çамрăк çуллахи ĕçре сывлăхне туптĕ, ĕçлесе илĕ.
Тĕл пулура учительсен ыйтусем те сахал мар пулчĕç. Сĕт литрĕшĕн 9 тенке юлни пăшăрхантарать вĕсене. Чиркÿри хаксем хăпарса кайни те ăнланмалла мар. Вилнĕ çынна кĕл тума 1-1,5 пин тенкĕ тÿлемелле паян.
– Ял çыннишĕн ку çав тери пысăк сумма. Унăн ахаль те хуйхă.., – теççĕ вĕсем.
Шыв ыйтăвĕ пирки те паянах шухăшлаççĕ кунта. Килте туса илнĕ продукцие Шупашкар пасарĕнче сутассипе, вилнĕ çынна кастарассипе, «ача укçипе» çыхăннă ыйтусем те пулчĕç.
Тĕл пулăва вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пирĕн пурнăç хамăр алăрах пулнине палăртрĕ. Сĕт хакĕ «посредниксен» аллинче хакланса ан кайтăр тесен те вырăнта пуçаруллă пулни кирлĕ. Сĕт пуçтарассипе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативне йĕркелени вырăнлă. Шыв башнисене ял тăрăхĕ çине куçарассипе те çине тăрарах ĕçлемелле тата ытти те.
Унтан информаци ушкăнĕ Тренккăри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулчĕ. Кунта ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетмелли мĕн пур услови пур. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов шăл юсамалли аппарата кăçал улăштарса пама шантарчĕ.
Юн анализĕсене те вырăнтах илеççĕ, ЭКГ та кунтах тăваççĕ. Физиотерапи пÿлĕмĕ те йĕркеллĕ ĕçлет тата ытти те. Кунта ĕçлекенсем те, сипленме çÿрекенсем те кăмăллă.
Информаци ушкăнĕ çак кун «Ильинский» ачасен кану лагерĕнче пулса вăл ачасене кĕтсе илме епле хатĕрленнипе те паллашрĕ. Лагерь ертÿçи И.П. Савельев столовăйĕнче юлашки юсав ĕçĕсем пынине палăртрĕ. Лагерь ачасене кĕтсе илме хатĕрпе пĕрех. Кăçал кунта 4 сменăра 300-шер ача канмалла. «Ильинский» лагерь яланах «кухня» пуяннипе палăрса тăнă: поварĕсем те опытлă, халиччен кунта ĕçленисемех. Пурăнма та, канма та пур услови те çителĕклĕ кунта.
Л. ТУКТИНА.