Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.В. Никольский 133 çул тултарнине асăнса

21 мая 2011 г.

Н.В. Никольский 133 çул тултарнине асăнса

Майăн 19-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăлараканĕ, чăвашсен паллă профессорĕ, «Хыпар» хаçата йĕркелесе яраканĕ Н.В. Никольский çуралнăранпа 133 çул çитрĕ. Çавна май Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче çак кун «Тăван чĕлхе аталанăвĕ: йывăрлăхсем тата пуласлăхĕ» ятпа çавра сĕтел хушшинчи калаçу иртрĕ. Ăна районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева ертсе пычĕ.

Никольский тесессĕнех вăл йĕркелесе янă «Хыпар» куç умне тухать, çавăнпа та калаçăва çак хаçатăн историйĕнчен пуçларĕç.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ĕçчен халăх пулнă. Çавăнпа та Никольскин пирĕн халăх пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне палăртнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кашнин хăйĕн вырăнĕнче чуна пара ĕçлемеллине палăртрĕ. Муркаш районĕ ял хуçалăх районĕ пулнă май çĕр ĕçĕ тĕп вырăнта пулнине каларĕ. Мĕн авалтанпах чăвашсем вăрманлă ялта пурăннă. Çавăнпа та паян пирĕн çакна асра тытса йывăçсем ытларах лартмаллине асăнса хăварчĕ.

Кашни çыннăн пурнăçĕ мĕнле пуласси тăван чĕлхерен нумай килет. Пĕтĕм пурнăç илемĕпе пĕлтерĕшне çын шăпах ун урлă ăнланса илет, тăван чĕлхе урлă çын пулать. Никольский те çаплах шутланă. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен медотпĕрлешĕвне ертсе пыракан И.В. Раевская каланă тăрăх тăван чĕлехепе литература учителĕсем ачасем чăваш чĕлхине юратчăр тесе хăйсенчен килнине йăлтах тăваççĕ. Методика пособийĕсене кăларакансем те пур: О.А. Вишнева, Т.М. Майорова (Шомикри тĕп шкул) тата ыттисем. Муркашри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.К. Михайловăн вĕренекенĕсем 3 çул умлăн-хыçлăн республикăри чăваш чĕлхипе литературипе ирттерекен олипиадăра малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Чăваш чĕлхин аталанăвĕн йывăрлăхĕсем çинчен калаçнă май Шуашкарти Никольский ячĕллĕ педколледж директорĕн çумĕ З.И. Максимова вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ стандартсем пурнăçа кĕме пуçланă май чăваш чĕлхипе литературине, халăх педагогикине, тăван ен историне вĕрентессипе йывăрлăхсем сиксе тухма пултарассине палăртрĕ. Çавăнпа та район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ку енĕпе республикăри Вĕрентÿ министерствине çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăнакансен ячĕпе сĕнÿпе тухмаллине палăртрĕ.

Николай Васильевичăн ырă ятне-сумне çĕклессинче «Хыпар» хаçат нумай тăрăшрĕ. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен 4 томлă кĕнеке кăларчĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ А.П. Леонтьев çамрăк ученăйсем пирĕн ентешĕмĕр ĕçне татах та тĕпчеме пуçланине палăртрĕ. Хăй те Никольский çинчен тата тепĕр 2 кĕнеке кăларнине пĕлтерчĕ. Юлашкинчен кăларнине Сосновка шкулĕн библиотекине парнелерĕ. Унăн ертÿçи Т.З. Степанова чăвашлăха аталантарассипе татах та тăрăшарах ĕçлеме шантарчĕ. Çавра сĕтел хушшинче калаçакансем татах та пулчĕç. Вĕсемпе пуринпе те шкул ачисем хăйсем килĕшнине пĕл-терчĕç: чăвашла калаçмалла, юрламалла, тăван чĕлхене юратмалла. Вара чăваш нихăçан та пĕтмĕ.

Уяв малалла Купăрляри Никольский ячĕллĕ парка куçрĕ. Пуçтарăннисем Николай Васильевичăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, кунта митинг иртрĕ. Ăна уçнă май Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Г. Никифорова вырăнти халăх ентешĕмĕрпе мухтанни, ăна сума суни çинчен каларĕ. Кăçал ав ял халăхĕ Никольский шыв ăсса пурăннă çăла юсарĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов вырăнти Ильич ячĕллĕ хуçалăх та районта малта пынине палăртрĕ. Вăл халăха Никольскин ĕçне малалла тăснăшăн, «Хыпарçăсене» ентешĕмĕрĕн ятне-сумне çÿле çĕклессинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннăшăн тав турĕ.

«Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ А.П. Леонтьев хăй вара çапла шухăшлать: Никольский çинчен сахалтан та тата 5 кĕнеке çырма пулать. Кăçал вăл вилнĕренпе 50 çул çитнĕ тĕле Шупашкарта ун ячĕпе палăк уçни вырăнлă пулмаллине палăртрĕ. Ку ыйтупа республика Президенчĕ патне çырупа тухма шантарчĕ.

Митинга пуçтарăннисенчен вара пурте Никольский ĕçне малалла тăсассипе тимлеççĕ. Студентсем ав Никольский çуралнă кунĕ умĕн унăн ячĕпе вулавсем ирттерчĕç. Шкул ачисем çулсеренех районти, республикăри тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Район хаçачĕ те, унăн тĕп редакторĕ А.И. Тихонов каланă тăрăх, «Хыпар» ачиех. Николай Васильевич ĕçне малалла тăсса халăха чăвашла хыпарлать.

Никольскин тăванĕсен ячĕпе В.Н. Ипатьева тухса каларĕ. Вăл Николай Васильевич ырă кăмăллă пулнине палăртрĕ.

– Ырă çынсем паян та нумай. Йышлансах пыччăр вĕсем, – терĕ вăл.

Митинг хыççăн Никольский ячĕллĕ паркра чылайччен илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Кунта Сосновка шкул ачисем, вырăнти «Талан» фольклор ушкăнĕ, хăнана килнĕ студентсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика