16 июля 2011 г.
Справка та кирлĕ, сигнализаци те
Июлĕн 1-мĕшĕнче «О внесении изменений в законодательные акты по вопросу усиления контроля в сфере оборота гражданского оружия» Федараллă саккун вăя кĕчĕ.
Çĕнĕлĕхĕ мĕнре-ха?
Малашне харпăр хăйне хÿтĕлемелли тата сунар пăшалĕсене туянма, упрама тата пĕрле илсе çÿреме лицензи е ирĕк илес текенсен ятарлă хатĕрлев курсĕнче пулнине çирĕплетекен справка тăратмалла (Шупашкарта пайăр вĕрентÿ учрежденийĕсенче хатĕрлев курсĕсем ĕçлеççĕ). Справкăра вара пулас пăшал хуçи унпа йĕркеллĕ усă курма тата ăна тĕрĕс упрама пĕлнине кăтартнă паллă пулмалла.
Харпăр хăйне хÿтĕлемелли (травматика пистолечĕ) пăшал упранакан вырăна сыхлав сигнализацийĕн оборудованине вырнаçтармалла.
Хĕç-пăшал упрамалли е пĕрле илсе çÿрессин йĕркине пăснăшăн граждансене малашне пысăкрах штраф кĕтет: 500–2000 тенкĕ. Е тата 6 уйăхран пуçласа 1 çул таранах хăç-пăшал илес тата упрас правăран хăтарма ирĕк пур. Пăшала регистрацилес е тĕпĕр хут регистрацилес тапхăра пăснă пулсан асăрхаттару е 1000–3000 тенкĕ штраф тÿлеттерессине пăхса хунă.
Т. Терентьева,
районти шалти ĕçсен пайĕн ЛРР уйрăмĕн
инспекторĕ.