Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хăтлă та тирпейлĕ ял тăрăхĕ

16 июля 2011 г.

Чи хăтлă та тирпейлĕ ял тăрăхĕ

2008 çулхи çуркунне, Республика кунне Муркашра паллă тăвас умĕн, район центрĕн кашни кĕтесĕнчех илемлĕ чечексем хăй вырăнне тупрĕç. Çавăнтанпа Муркаш урамĕсенче чечек лартасси ырă йăлара. Çак илемлĕхе курма пурте хăнăхрăмăр.

Кăçал та акă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин 99 пин тенкĕлĕх чечек калчи туяннине пĕлтерет. Кунсăр пуçне Москакасси шкулĕнчен 500 туна, Шупашкарта пурăнакан чечек ÿстерекенрен 1500 туна чечек туяннă. Район нотариусĕ П.И. Шлаев та пулăшу панă: нотариус кантурĕ умĕпе иртекен тротуар хĕррисем 1 пин тенкĕлĕх чечек «йышăннă».

Çак кунсенче Муркаша ырă хыпар çитрĕ. Республикăри «Чи хăтлă та тирпейлĕ ял тăрăхĕ» конкурсра Муркаш ял тăрăхĕ (3–5 пин çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче) пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Малашне те Муркаш урамĕсене çакăн пек тирпейлĕхре тытса тăрасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика