Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах çи витти пирки

16 июля 2011 г.

Сăмах çи витти пирки

Çуллахи отпусксен вăхăчĕ пырать. Çак тапхăрта пĕрисем инçет çул çÿреве кайса канса килеççĕ пулсан, теприсем пÿрт-çурт тата хушма хуçалăхри ытти хуралтăсене тăвассипе-çĕнетессипе тимлеççĕ. Çапла вара çу кунĕсенче ялта пурăнакан вуншар çемье çĕнĕ çурт-йĕр çавăрассипе тата çĕнетессипе ĕçлес шутлă. Вĕсене вăхăтра усăллă сĕнÿсем парассипе проект организацийĕ кăçал ырă пуçару турĕ. Общество ĕçченĕсем тÿлевсĕрех строительство ĕçне кÿлĕнес ĕмĕтлĕ ял çыннисене район хаçачĕ урлă усăллă сĕнÿсем параççĕ. Пĕр хушă тăхтанă хыççăн проектсем тăвакан «Инттехс» фирма ĕçченĕсемпе ирттернĕ пирĕн черетлĕ калаçу – çи виттие тĕрĕс те илемлĕ тăвасси пирки.

Калаçу пуçламăшĕнче пĕтĕмлетер-ха, мĕн вăл çи витти?

– Кунта маларах вырăсла калакан крыша тата кровля сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантармалла пулĕ. Кровля вăл – çи витти валли материал. Крыша вара шăпах эпир калаçакан çи витти. Çи витти стропилăсен, обрешеткăсен, ăшă тытакан материалсен, фронтонсен тытăмне пĕрлештерекен комплекс. Пÿртĕн çи витти проектне эпир çын ыйтнине кура хамăрах паллă тăватпăр. Çи витти конструкцине кура ăна витмелли материалсене вара кил хуçи хăй туянса хатĕрлет. Анчах кунта та хăйне евĕр саккунсем пур. Тĕслĕхрен, сайра обрешеткăллă çивиттие рулонлă çемçе материалпа витме юрамасть. Манас марччĕ, çи витти кирек епле çурт çирĕплĕхĕшĕн те пысăк пай пулса тăрать.

Çурт тăвакан мансарда пÿлĕмне çи витти айне пурăнмалли пÿлĕм пек тăвасшăн пулсан çи виттине ăшă тытмалла йĕркелеме тивет. Вăл килте пурăнакансене çулла шăрăхран, хĕлле ăшă ярасран сыхлать. Кунпа пĕрлех ытлашши сасă кĕресрен те чăрмав пулса тăрать.

– Çак си çÿхерех е ăна технологие çирĕп пăхăнмасăр тунă пулсан?..

– Çи витти тунă çĕрте эсир хускатнă çивĕч ыйту та тухса тăма пултарать. Кун пек чух хĕлле юр ирĕлни канăçсăрлантарать. Çанталăк сивĕ пулсан та çи витти витĕр ăшă тухни юра ирĕлтерет. Вăл вара çи витти тăрăх юхса анса шыв валакĕсене пăрлантарса лартать, хăйĕн йывăрăшĕпе валаксене çĕмĕрет.

– Ăнланмалла, кунпа пĕрлех вăл çурт çумĕпе иртсе çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Пĕлес килет, пур евĕрлĕ çивиттисем те конструкцие пăхăнмасан пĕрешкел хăрушлăхах кăларса тăратаççĕ-и?

– Пĕрешкелех. Пирĕн тăрăхра час-час тĕл пулакан çи витти формисем çаксем: пĕр енлисем, икĕ енлисем, тăватă енлисем, шатрун тăрăллисем. Конструкци ансантрах пулсан ăна тума та çăмăл иккенне пурте ăнланатпăр. Çав вăхăтрах юлашки çулсенче кил хуçисем илемлĕ архитектурăллă кил-çурт çавăрма тăрăшаççĕ. Кунта çи виттисем тĕлĕшпе те хăйне евĕр мода пурри сисĕнме пуçларĕ. Паян нумай енлĕ, темиçе уровеньлĕ çи виттисем актуаллă. Мансардăсăр çуртсене те халĕ ялсенче курма çукрах.

– Çи витти модăллăрах пулни стропилăсемпе ĕçлесси çине те витĕм кÿрет ĕнтĕ.

– Çапла. Конструкци йывăрăшне, çи витти пуснине, çил вăйĕпе юр пусăмĕн виçине тата çи витти вашаклăхне пăхса стропилăсен размерĕ 150х50 мм тата унтан пысăкрах пулни вырăнлă. Пулас йывăрăша кура вĕсене 0,7-рен пуçласа 1,5 метр хушăпа лартни юрăхлă. Стропилăсен конструкцийĕ çи витти формипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Стропила конструкцийĕнчи чи çирĕп фигура вăл – виçĕ кĕтеслĕх. Стропилăсене çи витти пусăмĕ авасран ятарлă тĕкĕсемпе çирĕплетни, вĕсене стенасемпе шанчăклă тытăнтарни – çи витти пурнăçне тăсмалли тĕп çул-йĕр.

– Ытларах мĕнле материалсемпе ĕçлеме сĕнетĕр-ха?

– Çурт-йĕр тунă çĕрте ял çыннисем стропилăсен конструкцине йĕркелеме ытларах йывăçпа усă кураççĕ. Эпир те çавнах сĕнетпĕр. Анчах йывăç конструкцисен ĕмĕрне тăсасси пирки те манса кайма кирлĕ мар. Кунта шывран-нÿрĕкрен сыхлакан материалсемпе пĕлсе те тухăçлă ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хÿтĕлев ĕçĕсен шутне йывăç материалсене антисептикпа тата çÿлăмран хÿтĕлекен препаратсемпе витни кĕрет.

ХЫÇ СĂМАХ. Çу кунĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тунă чух сиксе тухакан хăш-пĕр ыйтусем çине хуравсем патăмăр. Ăнланманнисем пур пулсан Муркашри «Инттехс» чикĕллĕ яваплăхлă общество сирĕн ыйтусем çине хурав парĕ. Çавăн пекех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцине ыйтса çырсан та сирĕн ыйтусем хуравсăр юлмĕç.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика