16 июля 2011 г.
Уйăх календарĕ
Июль: пахчари ĕçсем
Июлĕн 17-мĕшĕ – ÿсен-тăран акмалла-лартмалла е куçарса лартмалла мар. Çум курăкĕпе тата сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа кĕрешме меллĕ вăхăт. Пахча çимĕçе сайралатмалла, кирлĕ мар хунавсене татмалла. Хăяр, помидор, кавăн, пăрăç çеçкин сарăхнă çулçисенчен хăтăлмалла. Типĕтсе хума курăк, пахча çимĕçпе улма-çырла пухмалла.
Июлĕн 18–20-мĕшĕсем – редис тепĕр хут лартма вăхăт. Пахча çимĕçе шăварма тата апатлантарма лайăх тапхăр. Суханпа ыхра çулçисем сарăхнă пулсан вĕсене кăларса тирпейлемелле. Пахча çимĕçпе улма-çырлана типĕтме тата шăнтса хума меллĕ. Йăрансене çумран тасатмалла.
Июлĕн 21–22-мĕшĕсем – кавăнăн çеçкин, помидорăн, пăрăçпа баклажанăн ытлашши хунавĕсене татмалла. Кĕрхи ыхрана кăларса илме юрать. Кая юлса пулакан купăстана апатлантармалла. Çĕр çырлин авкисене (усикĕсене) татмалла.
Июлĕн 23–25-мĕшĕсем – пахча çимĕçе органикăллă удобренипе апатлантармалла. Тымар çимĕç, сухан, ыхра пухса илме лайăх вăхăт. Çум курĕпе кĕрешмелле тата çĕр çырли тĕммисене сарăхнă çулçăран тасатмалла.
Июлĕн 26–27-мĕшĕсем – редис лартма юрать. Сухан кăлармалла, тасатса типĕтмелле. Çĕр çырли тĕммисене сарăхнă çулçăран тасатмалла, ватăлса кайнă тĕмсене пĕтермелле. Йăрансене çумран тасатмалла.
Июлĕн 28-мĕшĕ – редис лартма юрать. Çĕр çырлин ватăлса кайнă тĕммисене пĕтермелле. Парниксемпе теплицăсенче помидорпа хăяра чирлесрен имçамламалла.
Июлĕн 29–31-мĕшĕсем – нимĕн те акма-лартма юрамасть. Çĕрпе ĕçлемелле.
Садри ĕçсем
Июлĕн 17-мĕшĕ – йывăç-тĕм лартма е куçарса лартма юрăхсăр вăхăт. Сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелле. Йывăç вулли çумĕнчен тухнă кăçалхи хунавсене касмалла. Улма-çырлаллă туратсем айне тĕкĕ тăратмалла.
Июлĕн 18–20-мĕшĕсем – йывăçсене апатлантармалла. Улма-çырларан сĕткен хатĕрлемелли вăхăт.
Июлĕн 21–22-мĕшĕсем – улмуççипе груша йывăççисен вулли çумĕнчен тухнă тата кăçалхи ытлашши хунавсене касмалла. Хăмла çырлин çырла тунă хунавĕсене касса илмелле.
Июлĕн 23–25-мĕшĕсем – улма-çырла йывăççисен вулли çумĕнчен тухнă тата кăçалхи ытлашши хунавсене касмалла. Хăмла çырлин айккинчи хунавĕсем вăй илччĕр тесе хунав тăррине касса илмелле. Улма-çырлаллă туратсем айне тĕкĕ тăратмалла.
Июлĕн 26–27-мĕшĕсем – хурлăхан тата крыжовник тĕммисен вăйсăрланнă тата ватăлнă хунавĕсене, хăмла çырлин çырла тунă хунавĕсене касса илмелле.
Июлĕн 28-мĕшĕ – пухса илнĕ улма-çырларан сĕткен хатĕрлемелле.
Июлĕн 29–31-мĕшĕсем – нимĕн те лартма юрамасть. Çĕрпе ĕçлемелле, сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа тата чирсемпе кĕрешмелле.