16 июля 2011 г.
Çĕр çырли: усăллă та, тутлă та
Улăхсемпе вăрмансенче ÿсекен çĕр çырли питĕ усăллă. Витаминсен пуххи теме те пулать ăна. Çырлара пирĕн организмшăн усăллă С витамин, каротин, тĕрлĕ кислотасем, микроэлементсем тата ытти веществосем нумай.
Авалтанах çĕр çырлине халăх медицининче усă курнă. Çырлипе çулçи чĕрĕлле те сиплĕ, типĕтнĕ хыççăн та хăйсен пахалăхне чакармаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ĕçлесе пурăннă Кнейп Пастор тухтăр çĕр çырли çиекенсем нихăçан та чирлемеççĕ тесе каланă.
Çĕр çырли пиçнĕ вăхăтра ăна кашни кун кăштах çисен те усси пысăк. Çапла вара икĕ-виçĕ çул хушши икĕ-виçĕ эрне çĕр çырли çини хырăмлăх чирĕсенчен пулăшать.
Çĕр çырлинчен варени, компот кăна мар, ытти тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлеме пулать.
Сăмахран, рис та çырлапа пĕрле çисен тутлăрах:
1 стакан рис кĕрпине ванильпе пĕçерсе илмелле, турилкке çине кăларса хумалла. Турилкке варринче вара пушă вырăн хăвармалла. Унта 800 грамм ( 5 стакан пулать) тасатнă çĕр çырлипе çур стакан сахăртан хатĕрленĕ нимĕр ярса хумалла.
Апачĕ тутлă пултăр!