16 июля 2011 г.
Археологсем Шашкарти тимĕр шăратмалли комплекса тĕпчеççĕ
Июлĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 5 курс студенчĕсемпе тата волонтерсемпе пĕрле (пурĕ 8 çын) Шашкарти металлурги комплексне тĕпчессипе ĕçлет. Çак кунсенче район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ю.В. Перцевпа вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Кунта археологсем пĕрремĕш çул ĕçлемеççĕ. Экспедици ертÿçи, чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Д.В. Спрыжков каланă тăрăх çак «Шашкар карти» сăмсаха вĕсем 2007 çулта тупнă. «Шашкар хули» тесе ят пачĕç ăна археологсем.
– Пирĕн шутпа кунта е 3 км аяккарахра – Малахов тăвĕ çинче – ял пулнă. Çанталăк пăсăлмасан, экспедицин 2-мĕш пайĕнче шăпах çав яла шырас тетпĕр, – тет Дмитрий Валерьевич.
Хальлĕхе вара археологсем металл шăратмалли кăмака вырăнĕсене тĕпчеççĕ. Экспедици членĕсем шутланă тăрăх çакăнта металл шăратмалли 7 кăмака пулнă. Вĕсенчен 1-мĕш номерлине археологсем пĕлтĕр тĕпченĕ. Кăçал 4-мĕш номерлин вырăнĕнче ĕçлеççĕ. Çывăхарах вырнаçнă ял çыннисем шăпах çакăнта ĕçленĕ тесе шутлаççĕ археологсем.
Иртнĕ çул вĕсем кунта тимĕр шăратнин юлашкийĕсене тата крицăна тупнă.
– Лаборатори тĕпчевĕсем кăçал пĕлтĕрхипе пĕр килсен çакна çирĕплетсех калама пулать: кунта уйрăм кăмакасем мар, тимĕр шăратмалли комплекс пулнă, – тет экспедици ертÿçи. – Уйрăм кăмакасем халиччен Чĕмпĕр облаçĕнче, Марий Эл Республикинче тупнă-ха, Анчах Шашкарти пек комплекс Атăл тăрăхĕнче хальлĕхе урăх тупса палăртман. Ку вăл археологи, геологи, палеонтологи енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ объект шутланмалла.
Археологи экспедицийĕ июлĕн 29-мĕшĕччен пырать.
Л. ПАВЛОВА.