Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инсульт пулнă хыççăн

16 июля 2011 г.

Инсульт пулнă хыççăн

Хаçатăн иртнĕ юн кунхи номерĕнче инсультран сыхланасси пирки калаçрăмăр. Паян вара инсульт пулнă хыççăн ура çине мĕнле тăмалли, организма мĕнле майпа вăйлатса пымалли çинчен сăмах пулĕ.

Инсульт чăтса ирттернĕ çынна кăмăл-сипет тĕлĕшпе хăйне лайăх туймалли лару-тăру тытса тăмалла. Йĕри-тавра мĕн пуррине çăмăллăнрах йышăнма тĕрлĕ вак-тăвек пулăшнине манмалла мар. Сăмахран, сехет, календарь, хаçатсем, палланă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Чирлĕ çынпа калаçнă чух çăмăл тата ăнланмалла предложенисемпе калаçмалла. Унпа хăвăра лăпкă тытмалла, васкамасăр калаçмалла.

Инсульт хыççăн юсанса çитме пулать, анчах та çакна валли нумай вăй хумалла.

Малтанхи кунсенче пациента вырăн режимне çирĕплетсе параççĕ. Ăна хăй тĕллĕн ларма та сĕнмеççĕ. Çак вăхăтра чирлĕ çын çывăх çынсене палламасан та пултарать, хăй ăçта пулнине те, алă-урана ĕçлеттерме тата калаçма йывăр пулнине ăнланмасан та пултарать.

Çак вăхăтра – чирлĕ çын пулăшусăр нимĕн те тăвайман чухне – ăна тĕрĕс вырттарни пĕлте-рĕшлĕ. Çавăнпа та ăна пĕр майлă кăна нумай вырттармалла мар, сывламалли трубкăна сурчăк е апат кĕресрен те асăрхамалла. Пациента çурăм çинче вырттармалла мар. Ыратакан аяк çине вырттарни лайăхрах. Анчах та ăна кăнтăрлахи вăхăтра кашни сехетре е икĕ сехетрен, çĕрле виçĕ сехетрен тепĕр аяк çине вырттармалла.

Врач ирĕк памасăр чирлĕ çынна лартма юрамасть. Мĕнле лармаллине, вăл шутра сĕтел хушшинче те, врач хăех ăнлантарĕ.

Инсульт хыççăн тепĕр куннех е пĕр кун хыççăнах çын хăйне лайăхрах туйни палăрма пултарать. Анчах та юсанса сывалас вăхăт вăраха тăсăлать – 2–3 çула.

Пациентăн калаçу енĕпе çитменлĕхсем палăрни унăн ăс-тăнĕ хавшанине пĕлтермест. Вăл пĕтĕмпех ăнланать. Çавăнпа та унпа йĕркеллĕ калаçмалла.

Урана алăран малтан вăй кĕрет. Çапла вара вăл алăпа ĕçлеме пуçличчен малтан утма пуçлать. Алă вара майĕпен хул пуççинчен пуçласа пÿрнесем таран вăй илсе пырать. Çакна чирлĕ çынна та ăнлантарса памалла.

Инсульт чăтса ирттернĕ çыннăн реабилитацин тĕп тĕллевĕ – ăна хăйне тĕллĕн пурăннă вăхăта тавăрасси. Çавăнпа та чирлĕ çынна пăхаканăн та, чирлĕ çыннăн хăйĕн те кунсеренех нумай вăй хума тивет. Хусканусем тума та вĕренсе пымалла, апат çиме те, калаçма та тата ыттине те. Çав вăхăтрах чăтăмлăхпа лăпкăлăх пирки манмалла мар.

Калаçăва вĕçленĕ май инсульт мĕнле майпа пулассине аса илтерес килет. Ăнсăртран, ытларах чухне çĕрле, кĕлеткен пĕр енчи ура е (тата) алă вăйсăрланни, питĕн симметрийĕ пĕтме пуçлани, куç вăйĕ чакни, хăш-пĕр вырăнсенче ÿте перĕннине туйманни, çăтма йывăрри, ура çинче пĕр тан тăма пултарайманни, шăрас килмен чухне шăни е пысăккипе кайнин чараксăрлăхĕ – çак паллăсем 62-2-03 номерпе васкавлă медицина пулăшăвне чĕн-меллине пĕлтереççĕ.

В. ВАСИЛЬЕВ,

Муркашри тĕп больницăри невролог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика